Комментари хушас

8 Çĕртме, 2020

Ĕне усракансене укçа парĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттерекен планеркăра Чăваш Ен ертÿçи Олег Николаев картишсене хăтлăх кĕртмешкĕн уйăрнă укçапа усă курас тĕллевпе халĕ те контракт туман муниципалитетсем пирки ÿпкелешсе калаçрĕ. Çак укçан пĕр пайне килти хушма хуçалăх тытса тăракансене сăвакан ĕнесене усранипе пулакан тăкаксене субсиди парса саплаштарма ярĕç.

Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулăшу çак мерине памалли йĕрке пирки ăнлантарчĕ. Выльăх усракансене пĕр ĕне пуçне — 2300, икĕ ĕнешĕн — кашнин пуçне 3300 тенкĕ, виçĕ тата ытларах пулсан — кашнин пуçне 4300 тенкĕ парасшăн. Сергей Артамонов асăннă пулăшăва килти хушма хуçалăх тытса тăракан 22 пин çемье тивĕçме пултарать терĕ, вĕсем 56 пин ытла ĕне тытаççĕ. Республика бюджетĕнчен çак тĕллевпе пĕтĕмпе 185 пин тенкĕ уйăрĕç.

www.hypar.ru vikulovo72.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: