49 ҫулти арҫын шыва путнӑ

8 Çĕртме, 2020

Ӗнер ирхине, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей МЧСӗн Тӗп управленийӗн Кризис лару-тӑрӑвӗнчи управлени центрне шӑнкӑрав ҫитнӗ. Муркаш районӗнчи Юнкӑ шывӗн плотининче, Кӑпас ялӗ ҫывӑхӗнче, 49 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вырӑнта пурӑнакансем унӑн кӗлеткине асӑрхаса шывран кӑларнӑ.

Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре шыв ҫинче 7 инкек пулнӑ, вӗсенчен улттӑшӗнче ҫын вилнӗ, пӗрне ҫӑлнӑ.

Ҫуллахи вӑхӑтра шыв-шур таврашӗнче уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла, хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнмалла. Пӗлмен ҫӗре шыва кӗме ҫӳремелле мар, ӳсӗрле унта кайма пачах та юрамасть. Ачасене пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине манмалла мар.

Чрезвычайлӑ лару-тӑрура "01" (кӗсъе телефонӗнчен - "101") номерпе шӑнкӑравламалла.

www.hypar.ru Mchs.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас