Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен Раççей Федерацийĕн Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессине ырлассипе сасăлав иртрĕ. Ун валли 7 кун уйăрни эпидеми лару-тăрăвĕ тĕлĕшĕнчен питĕ тĕрĕс пулчĕ. Сасăлавçăсем палăртнă тăрăх, çак тапхăрта кирек хăш кун пырса сасăлама май пурри черетсем пуçтарăнасран, кĕпĕрленсе тăрасран хăтарчĕ. Лару-тăру та пĕтĕмĕшле лăпкă иртрĕ.
ЧР Пуçлăхĕн авăн уйăхĕнче иртмелли суйлавĕ умĕнхи кампани пуçланчĕ теме те юрать-тĕр — ытларикун Общество палатин «ялавĕ» айĕнче кандидатсен тĕл пулăвĕ иртрĕ.
«Вăйă правилисем» пирки калаçса татăлас — çапларах палăртнă йĕркелÿçĕсем тĕлпулу тĕллевне. Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков кандидатсене «эсир хăюллă çынсем» тесе саламларĕ — кашниех республикăшăн хăйсем çине яваплăх илме хатĕр вĕт.
Стадионсемпе спорт лапамĕсенче тренировка тума ирĕк панă хыççăн Шупашкарти «Олимпийский» спорт керменне атлетсем иленчĕç.
— Тахçанах кĕтнĕ çак куна. Стадионсенче хатĕрленни питĕ пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах вăрăм дистанцисенче ăмăртакансемшĕн. Карантин вăхăтĕнче те спортсменсем вăрмансемпе ращасенче тренировка тунă, килте чухне аэробикăпа туслашнă, ÿт-пĕве тĕреклетекен хăнăхтарусем пурнӑҫланӑ, — савăннине пытармарĕ Олимпиада Иванова тренер.
Сысна какайĕ вырăнне кайăк ашĕпе усă курни те, сĕт юр-варĕнче ÿсен-тăран çăвĕсем тупни те, саккуна пăснă ытти тĕслĕх те пур. Çакăн пирки ытларикун промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комиссийĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче çивĕч калаçу пулчĕ.
Конституцие тÿрлетсем кĕртессипе çыхăннă сасăлав тапхăрĕ пуçланнăранпа, тăватă кунра, Чăваш Енре сасăлавçăсен 40% хăйĕн шухăшне пĕлтерме ĕлкĕрнĕ. Çак кăтартăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтерчĕ.
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн нумай хваттерлĕ çуртсенче электроэнерги счетчикĕсене ылмаштараççĕ. Çĕнĕрен вырнаçтарнисем счетчик кăтартăвне хăйсемех кирлĕ çĕре çитерĕç. Çутă укçипе парăм пулсан ăслă счетчик электроэнерги парассине чарса лартайĕ.
Нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсенче тÿрех çĕнĕ йышши счетчиксем вырнаçтарĕç. Киввисенче майĕпен ылмаштарĕç. Уншăн укçа тÿлемелле мар.
ЧР Финанс министерстви «Республикăн бухгалтер учечĕн центрĕ» хысна учрежденийĕн ертÿçине ĕçе илессине пĕлтернĕ. Вăл çын экономика пĕлĕвĕллĕ пулмалла, финанспа бухгалтери енĕпе ĕçленине тата ертсе пыракан должноçсенче 5 çултан кая мар тăрăшни кирлĕ. Конкурса хутшăнакансен докуменчĕсене утă уйăхĕн 16-мĕшĕччен йышăнĕç.
Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕççи пырать. Паян хуçалăхсем утă тата симĕс апат хатĕрлессипе çине тăраççĕ.
Утă çинче Куславкка, Шăмăршă тата Çĕмĕрле районĕсем уйрăмах хастар. Вĕсем утă уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлнех планпа пăхнин 70 ытла проценчĕ чухлĕ çĕнме ĕлкĕрнĕ. Вăрнар, Шупашкар, Елчĕк районĕсем те хăвăрт ĕçлеççĕ.
ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, сенаж хатĕрлеме 20 районта пуçăннă, силоса 3 районта янтăлаççĕ.