Фальсификатшăн çул хупă

30 Çĕртме, 2020

Сысна какайĕ вырăнне кайăк ашĕпе усă курни те, сĕт юр-варĕнче ÿсен-тăран çăвĕсем тупни те, саккуна пăснă ытти тĕслĕх те пур. Çакăн пирки ытларикун промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комиссийĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче çивĕч калаçу пулчĕ.

Роспотребнадзор управленийĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх, иккĕленÿллĕ продукци ретĕнче хамăр республикăра туса кăларни те пур. Чăн та, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăш-пĕр предприяти тĕлĕшпе ÿпкев вырăнсăрри пирки каларĕ. «Акконд-молоко» производствăна çын хутшăнмалла мар йĕркелет, Вăрнарти СОМ Йĕпреçри психоневрологи интернатне хăйĕн продукцине ăсатман /унта пахалăхсăр юр-вар тупнă/, Çĕнĕ Шупашкарти теплица вара республика тулашĕнче нитратăн пысăк виçиллĕ хăяр тупса палăртнă тĕслĕхшĕн яваплăха хăйĕн çине илмест — пирĕн хăяр мар тет.

Кашни тĕслĕхе тимлĕ тĕрĕслемелле. Олег Николаев палăртнă тăрăх, фальсификат хăрушлăхĕ икĕ енлĕ: пĕр енчен, сăмах саккунсăр предпринимательлĕх пирки пырать. Тепĕр енчен, чи хăрушши, потребительсем сиен тÿсме пултараççĕ. апла тăк саккунсăр продукци çулне пÿлес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле, граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле.

www.hypar.ru voskresensk.vos-mo.ru căн ÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас