Пуçлăх шыраççĕ
Республикăри икĕ организаци валли пуçлăх шыраççĕ.
ЧР Финанс министерстви «Республикăн бухгалтер учечĕн центрĕ» хысна учрежденийĕн ертÿçине ĕçе илессине пĕлтернĕ. Вăл çын экономика пĕлĕвĕллĕ пулмалла, финанспа бухгалтери енĕпе ĕçленине тата ертсе пыракан должноçсенче 5 çултан кая мар тăрăшни кирлĕ. Конкурса хутшăнакансен докуменчĕсене утă уйăхĕн 16-мĕшĕччен йышăнĕç.
ЧР Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви Çĕрпÿри ветеринарипе санитари утилизаци завочĕн директорне ĕçе илĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Янсакасси ялĕнче вырнаçнă предприяти ертÿçи пулас кăмăллисен докуменчĕсене утă уйăхĕн 10-мĕшĕччен пухать. Кандидатăн специалитетран кая мар е магистратура шайĕллĕ пĕлÿ пулмалла, ертсе пыракан вырăнта 5 çултан кая мар ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ.
www.hypar.ru zen.yandex.ru сăн ÿкерчĕкĕ.