Комментари хушас

2 Утă, 2020

21 пин çыннăн савăнăçĕ: çĕнĕ поликлиника ĕçлеме пуçларĕ

Шупашкарти Ленин Комсомолĕ урамĕнчи 66-мĕш А çуртра хулан 1-мĕш клиника больницин 3-мĕш поликилики тĕп юсав хыççăн çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ.

Юсавччен кунти пĕрремĕш хутра пĕтĕмĕшле практика врачĕн пÿлĕмĕсем, процедура кабинечĕ тата кăнтăрлахи стационар вырнаçнă пулнă, иккĕмĕш хутĕнче вара — «Çăкăр» МТУ-н пÿлĕмĕсем. 2009 çулта уçăлнă поликлиникăн хăвачĕ çак тăрăхра пурăнакансене — Шумилов, Кадыков, Пролетари, Клара Цеткин, Ленин Комсомолĕ, Стрелоксен 324-мĕш дивизийĕ урамĕсенчи çынсене — йышăнма çитменрен республика ертÿлĕхĕ çурта тĕпрен юсама тата поликлиникăн лаптăкне анлăлатма тĕв тытнă. Пĕтĕм ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 22 миллион та 662 пин тенкĕ уйăрса панă. Медицина сĕтел-пуканĕ туянма тата 4 миллион та 974 пин тенкĕ тăкакланă.

Акă кĕтнĕ вăхăт çитрĕ. Сăн-сăпатне пур енĕпе çĕнетнĕ поликлиникăна ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çитсе курчĕ.

Хулан 1-мĕш клиника бльницин тĕп врачĕ Антонина Иванова хăнасене поликлиникăпа паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, сыватмăш та хăйĕн тÿпине хывнă, ресепшн валли сĕтел-пукан тата навигаци паллисем туянма 400 пин тенкĕ уйăрнă. 1-мĕш клиника больници тĕп хулан виçĕ пайĕнчен пĕринче пурăнакан халăха йышăнма пултарать, çĕнетнĕ поликлиника вара — 21-27 пин çынна. Поликлиника тытăмĕнче — тухтăрсем /терапевтсем, эндокринолог, кардиолог, офтальмолог/ йышăнмалли кабинетсем, терапи профильлĕ кăнтăрлахи стационар, медицина профилактикин кабинечĕ. Çывăх вăхăтра эксперт класлă УЗИ-аппарачĕ туянма палăртнă.

Олег Николаев тухтăрсемпе специалистсем йышăнакан кун йĕркипе, регистратура, процедура кабинечĕн ĕçĕпе, кăнтăрлахи стационарпа, ресурс центрĕпе, диспансеризаци блокĕпе тĕплĕн паллашрĕ.

— Çак поликлиника çывăхĕнче пурăнакансемшĕн чăннипех савăнмалла, — терĕ вăл хăтлă çурта пăхса çаврăннă хыççăн. — Вăл юнашар вырнаçнипе, тирпейлĕ те таса, çутă пулнипе кăна мар, чи пĕлтерĕшли — унта квалификациллĕ специалистсем ĕçленипе. Сыватнисĕр пуçне кунта профилактика енĕпе те чылай мероприяти йĕркелеме палăртнă. Асăннă поликлиника — тĕслĕх тĕлĕшĕпе лайăх практика. Çакăн пек çулпа малалла аталанмалла та.

Тухтăрсен ячĕпе республика ертÿлĕхне Татьяна Жучкова терапевт тав турĕ. «Манăн кабинет пысăк, çутă, пациентсене йышăнма меллĕ, — терĕ вăл. — Процедура пÿлĕмĕ кунтах пурри питĕ аван, чирлĕ çыннăн ытти сыватмăша кайса çÿремелле мар».

Унтан Олег Алексеевич пĕтĕмĕшле практика врачĕн пÿлĕмĕнче Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе муниципалитет районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видео-çыхăну майĕпе канашлу ирттерчĕ.

Чи малтанах ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра тата 6 ФАП уçăлĕ. Унсăр пуçне сывлăх сыхлавĕнчи 13 объекта тĕпрен юсама, республика пĕлтерĕшлĕ икĕ пысăк клиникăн çурчĕсене анлăлатмалли проект хатĕрлеме, районсенчи сыватмăшсенче виçĕ котельнăй çĕнĕрен тума тата ытти пысăк ĕçсем палăртнине пĕлтерчĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева чарăнса тăнă самант та питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Поликлиникăсемпе больницăсем тунă чухне ун çывăхĕнчи инфратытăма хăтлăлатассине те шута илесчĕ. Сăмахран, çĕнĕ больницăсемпе поликлиникăсенче хăтлă, кăмăллă, анчах та ватă, чирлĕ çынна унта çитме вара меллĕ мар, мĕншĕн тесен тротуарсемпе çулсем йĕркерен тухнă. Асăннă поликлиникăна илес тĕк, ăна çĕнетессине кунта пурăнакансем тахçанах кĕтнĕ, унччен вĕсен больница комплексне çÿреме тивнĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем тата автор видео.

 

Рубрика: 
Теги: