Шупашкарти хăшпĕр организацин офисĕ Çĕнĕ çул умĕн хамăр республикăн çĕнĕ карттине илемлетрĕ. Картографире халиччен пулманни: хулапа ял ячĕсем - йăлт чăвашла!
Ку шухăш интернетра «Чăваш сайтне» тытса пыракан Николай Плотников пуçĕнче çуралнă. «Карттăна хăш хулара пичетленине асăнма тăхтăпăр, туянас текенсене пирĕн интернет лавкка сайтне ?вăл «Сум» ятлă% кĕме сĕнесшĕн», - терĕ вăл.
Январĕн варринче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Культура çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçни халĕ те куç умĕнчех-ха. Акă çулталăк вĕçленчĕ те. Кĕçех вăл та историе юлĕ. Çавна май ĕнер тĕп хулари «Mega Galaxy» культурăпа кану центрĕнче Чăваш Енри культура ĕçченĕсен пысăк форумĕ иртрĕ.
ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов иртнĕ эрнере Правительство çуртĕнче журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Раççей Правительствин 2013 çулхи майăн 13-мĕшĕнчи «Мотор топливи вырăнне çутçанталăк газĕпе ытларах усă курасси çинчен» хушăвне пурнăçласа 300 пин ытла çын пурăнакан хулари пассажирсем турттаракан автотранспортăн тата коммуналлă хуçалăх техникин - 30% яхăн, 100 пин ытла çын пурăнакан хулари асăннă хатĕрсен 10% яхăн 2020 çулччен çутçанталăк газĕпе ĕçлеттермеллине пĕлтерчĕ.
Елчĕк районĕнчи килти хуçалăхра темиçе ĕне усракан Петр Васильев «Хыпар» редакцине телефонпа шăнкăравларĕ. Ял çыннисенчен пухакан сĕте мĕн хакпа йышăннине хаçатра вуласа пĕлсе тăраканскер: «Элĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай районĕсемпе танлаштарсан Елчĕк, Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенче пуçтаракансем мĕншĕн йÿнĕрех тÿлеççĕ?» - тесе ыйтрĕ.
Шупашкар районĕн сучĕ «Акашевская» кайăк-кĕшĕк фабрики» ОООн уйрăм «Атлашевская» подразделенийĕн управляющийĕ Вадим Галабурда тĕлĕшпе приговор палăртнă. Ăна налук тÿлемелли укçана пытарса хăварнăшăн УК 199.2 статйипе айăпланă.
Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - «Атлашевская» кайăк-кĕшĕк фабрики» агрофирма» ОООн ĕç тăвакан директорĕнче ĕçленĕ май Галабурда предприятин пĕтĕм финанспа хуçалăх ĕç-хĕлне ертсе пынă. Пĕлтĕрхи май уйăхĕн вĕçĕнчен тытăнса 2014 çул пуçламăшĕччен вăл предприятин налук парăмĕсене шыраса илмелли укçине, пĕтĕмпе 51 млн яхăн тенке, пытарнине çирĕплетнĕ.
Çитет... Çитет тĕнче касса çÿресе. Мускавра монолит çуртсем хăпартрăм, Чулхулара ача сачĕ купаларăм, Инçет Çурçĕрти Ямалта çул турăм. Ютра пилĕк авма, чура вырăнĕнче туйма çаплах çирĕмри яш мар, аллăран иртнĕ, мăнуксем «асатте» тени килтех юлма хистет.
Канаш районĕн сучĕ хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх университечĕн Канашри филиалне ертсе пынă Борис Волкова каллех айăпланă. Ку хутĕнче те - взятка илнĕшĕн, должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн.
Юрий Ендеева ентешĕсем манмаççĕ. «Паттăр ячĕ ĕмĕре», «Паттăрлăх вилĕмсĕр» - теççĕ халăхра. Паттăр салтак - çывăх çыннисен, тăванĕсен, юлташĕсемпе тусĕсен, ял-йыш асăнче яланлăхах юлать. Çакна Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра тепĕр хут курса ĕнентĕм.