"Хыпара" тата "Çамрăксен хаçатне" электронлă майпа çырăнсан хут çине пичетленĕ хаçатсем вырăнне сирĕн патăра вĕсен электронлă версийĕ пырса тăрĕ. Кĕскен - пичет кăларăмĕ тухнă кун хăвăрăн электронлă почтăра кăларăмăн виртуаллă версине PDF форматра уçса вулаятăр. Сирĕн компьютерăн, ноутбукăн, нетбукăн, планшетăн е тата смартфонăн экранĕнче хут çинче пичетленнĕ хаçатах курăнĕ. Вăл текст тĕлĕшĕнчен те, калăплав енĕпе те почтальон валеçекеннинчен уйрăлса тăмасть.
"Хыпарпа" "Çамрăксен хаçатне" электронлă майпа çырăнмашкăн хăвăршăн меллĕ меслете суйлăр:
Раштавăн 6-7-мĕшĕсенче "Хыпар" хаçат тимĕр вăййипе туслисене Пĕтĕм Раççейри XXXI турнира йыхравларĕ. Ку хутĕнче ăмăрту Йĕпреçри "Патвар" физкультурăпа спорт керменĕнче иртрĕ.
Ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Уполномоченнăй Павел Астахов пуçарнипе пирĕн çĕршывра "Елка в Новороссию" Çĕнĕ çул акцийĕ пуçланнă.
«Россия сегодня» информаци агентствин генеральнăй директорĕ, пĕтĕм Раççейри патшалăх телерадиокомпанийĕн генеральнăй директорĕн заместителĕ, «Вести недели» телекăларăм ертÿçи Дмитрий КИСЕЛЕВ - Чăваш халăх писателĕн Петр Николаевич ОСИПОВĂН çывăх тăванĕ!
Кун пирки - çитес вăхăтра «Хыпар» хаçатра. «Хыпар» хаçатра кăна!
Декабрĕн 8-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильевпа тĕлпулнă. Михаил Васильевич Юрий Васильевăн ĕç-хĕлне пысăк хак панă, ăна ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçине уйăрса лартасси çинчен калакан указа алă пуснă.
...Космосран таврăннă хыççăнхи кун Валентина Терешковăн кун кĕнекинче çак йĕркесем çырăннă: "Канма вăхăт çитрĕ. Куçа хупрăм та... Шухăшсем мана Андриян патне илсе çитерчĕç. Ума чĕреме çывăх сăн тухса тăчĕ. Эпир пĕр-пĕрне юрататпăр, космодромра савнисем пек уйрăлтăмăр". Тепрехинче тата Андриян çапла каланă: "Эпир телейлĕ. Пĕр-пĕрне тупрăмăр. Пурнăç çине пĕрпек пăхни, пĕрлехи тĕллев, ĕç-хĕл тата Атăл пĕрлештерчĕ пире".