Новости по теме
«Земство тухтăрĕ» яла пулăшать
Декабрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Тавах сана, фестиваль!
Ĕмĕтленнĕ саманта кĕтнĕ чухне вăхăт питĕ вăрах шăвать. Вăл çитет те - наччасрах иртсе каять. М.Д.Михайлов ячĕллĕ йăлана кĕнĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ те çавăн пекех. Акă унпа çыхăннă çирĕм тăваттăмĕш фестиваль пирки те иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет. Ноябрĕн 30-мĕшĕнче вăл гала-концертпа хупăнчĕ.
Чи лайăххисене палăртнă
ЧР Спорт министерстви предприяти-организацисенче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.
"Хыпар", 230-231 /26636-26637/ №№. 29.11.2014
«Чăваш хĕрарăмĕ» № 48 /866/ 29.11.2014
Декабрĕн 2-мĕшĕнче, ытларикун, Муркаш районĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн Кунĕ иртет.
16 хаçат-журналта ĕçлекен журналистсем тĕрлĕ сферăра вăй хуракан çынсене хăйсен ĕç-хĕлĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарĕç, юрă-ташăпа киленÿ кÿрĕç.
Тĕплĕ калаçуллă, юрă-ташăллă тĕл пулу Муркашри культура çуртĕнче 11 сехетре пуçланать.
Çемье - çĕршыв тĕрекĕ, пуласлăхĕ!
Коррупци тутиллĕ катлетсемпе бифштекссем
Республика прокурорĕ Владимир Метелин палăртнă тăрăх - «патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли тĕрлĕ тавар туянасси, пулăшу ĕçĕсемпе усă курасси - коррупци уйрăмах вăй илме пултаракан сфера». Çавна май ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕнче шăпах çак ыйтăва тĕпе хурса тишкерни пĕртте ăнсăртран пулмарĕ.
Тĕпре - тавар пахалăхĕ
Ноябрĕн 27-28-мĕшĕсенче Шупашкарта регионсен хушшинчи "Ăнăçлă бизнесăн меслечĕсем тата тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕрĕ" X форум ĕçлерĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне тата Европăри пахалăх эрнине халалларĕç. Унта бизнес пĕрлĕхĕнчи 300 çын ытла - чикĕ леш енчен, Мускав, Санкт-Петербург, Самар хулисенчен, Мордвапа Тутарстанран, ытти регионтан килнĕ пахалăх эксперчĕсем, республикăри предприяти-организаци, аслă шкулсен элчисем - хутшăнчĕç. Пĕрлехи ларăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ.