Чи лайăххисене палăртнă

1 Раштав, 2014

ЧР Спорт министерстви предприяти-организацисенче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Çĕнтерÿçĕсене икĕ номинацире палăртнă. 500-2000 çынлă предприятисен хушшинче Чăвашпотребсоюз мала тухнă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма явăçтарас енĕпе лайăх ĕçлекенсен йышне çавăн пекех В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕпе хулан 1-мĕш клиника больници кĕнĕ. 2000 ытла çын ĕçлекен коллективсен тупăшăвĕнче Çĕмĕрлери автомобиль завочĕ чи пысăк парнене тивĕçнĕ. Хула стоматологийĕн поликлиникипе Шупашкар элеваторĕ те спорт аталанăвĕн ÿсĕмне пысăк тÿпе хывнă. Конкурс лауреачĕн дипломĕпе Куславккари И.Е.Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăна, РФ Пенси фончĕн республикăри управленине, ЧР пурлăх министерствине, "Коммуналлă технологисем" тата "Водоканал" пĕрлешÿсене чысланă.

Е.АНДРЕЕВ.

Рубрика: 
Автор: