Чăваш хĕрĕсем, сирĕн пеккисем тата ăçта пур?

1 Раштав, 2014

Уйран та уçлаççĕ, шăрттан та тăваççĕ...

Хĕрача ăсталăхĕ тĕрринчен паллă тенĕ ĕлĕк, хальхи пикесен пултарулăхне мĕне кура хакламалла-ши? Çапла шухăшласа утрăм эпĕ тĕп хулари Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменне. Кунта /кăçалхипе саккăрмĕш хут ĕнтĕ/ республикăри "Чăваш пики" конкурс иртрĕ. Конкурса Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 16 пике хутшăнчĕ.

Малтанах чиперккесене тата уява пухăннисене Чăван наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков, "Чăваш пики - 2013" конкурс çĕнтерÿçи Алиса Чайникова-Ахахпи тата ыттисем саламларĕç. "Çакнашкал конкурс çамрăксене хавхалантарать, аталанма пулăшать. Малашне те ирттересчĕ ăна. Унта хутшăнакан пикесем кашни çул - хитререн те хитререх. Жюрие паян чи илемлине, чи хÿхĕммине суйласа илме питĕ йывăр пулĕ", - терĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов.

Пĕрремĕш конкурсра чиперуксем хăйсемпе паллаштарчĕç. Харпăр хăй пултарулăхĕпе ăсталăхĕ çинчен каласа панă чухне чылайăшĕ К.В.Ивановăн "Нарспи" поэма сыпăкĕсемпе усă курчĕ. Конкурсанткăсем сцена çинче хăюллă тытма пĕлнипе, чăвашла хитре калаçнипе савăнтарчĕç. "Савăнатăп эпĕ чăваш пулнăшăн, çепĕç чĕлхишĕн, илемлĕ юрришĕн, асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн", - нумайăшĕ çак шухăша палăртрĕ хăйĕн хăтлавĕнче. Ăс-тăн конкурсĕнче те маттур, анлă тавра курăмлă пулнине кăтартса пачĕ хĕр-упраç. Чăваш Республикинчи хула ячĕсене те, чăвашсен авалхи календарĕнче миçе уйăх пулнине тата вĕсен ячĕсене те, чăваш гимнĕн авторĕсене те, чăваш театрне кам пуçарнине, халăх сăнавĕсемпе паллисене те аван пĕлнине уçса пачĕç конкурсанткăсем. Çав вăхăтрах пĕри "ăраскал" сăмахăн пĕлтерĕшне пĕлеймерĕ, тепри вара чăвашсен этнографи ушкăнĕсене калаймарĕ.

Виççĕмĕшĕ - пултарулăх конкурсĕ - уйрăмах хĕрÿ иртрĕ. Паянхи пикесем чăваш ташшине кăна мар, астаруллă тангăна та ăста ташлаççĕ, чăваш юррисене чуна пырса тивмелле юрлаççĕ, сăввисене вуланă чухне куççуль тухать, пьеса сыпăкĕсене чăн-чăн артисткăсем пек выляççĕ. Акă, Трак тăрăхĕнчен килнĕ Мария Козлова "Илеймĕн телее укçа парса" сăвва вулани тата Çĕрпÿ районĕн пики Зоя Михайлова П.Хусанкайăн "Таня" поэма сыпăкне калани уйрăмах килĕшрĕ. Людмила Муравьева /Етĕрне районĕ/ вара "Нарспи" мюзикл сыпăкне кăтартса пачĕ. Ăна вăл К.В.Иванов çуралнăранпа 115 çул çитнине, 2015 çул - К.Иванов çулталăкĕ пулнине халалланă. "Апла тăк - вулăр та киленĕр Ивановăн произведенийĕсемпе!" - пурне те чĕнсе каларĕ черченкĕ пике.

Тăваттăмĕш конкурсра хĕрсем килте хатĕрленĕ чăваш апат-çимĕçĕпе /кун пеккине Шупашкарти ресторансенче ас тивеймĕн/ паллаштарчĕç, ăна мĕнле хатĕрлени çинчен, кашнин пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕç. Чылайăшĕ уява кăпăшка çăкăр, шÿрпе, хуплу пĕçерсе, кăпăклă сăра вĕретсе, шăрттан, чăкăт туса, чăх, хур-кăвакал янтăласа килнĕ. Куславкка тăрăхĕнче çитĕннĕ Ирина Патманова вара жюри членĕсене Атăл пуллине ас тивме сĕнчĕ. Тăвай пики Кристина Федотова хуплупа сыпса çиме уйран уçласа килнĕ. "Ĕлĕкхи йăлана пăрахмасăр, çĕнĕрен йăла кăлармасăр, салма яшки пĕçертĕм. Салма яшки - салам яшки. Ĕлĕк ăна чăвашсем хĕрĕх тĕрлĕ пĕçернĕ. Ăна хатĕрлеме 7 тĕрлĕ какай, 7 тĕрлĕ ÿсен-тăран, 7 тĕрлĕ юр-вар кирлĕ. Салма яшки валли 7 выльăх пусмарăм, пĕр выльăх какайĕн 7 тĕрлĕ пайне усă куртăм",- салма яшкине епле янтăланине каласа пачĕ Людмила Муравьева. Унтан чиперуксем чăваш наци çи-пуçне кăтартрĕç. Уяв кĕпипе те, чăваш тумĕпе те ытармалла мар чипер вĕсем! Чуншăн та куçшăн та - чăн-чăн хĕпĕртев. "Кахал хĕр кăна кĕске çÿçпе çÿрет",- тетчĕ асанне. Унăн шухăшĕпе вăрăм çÿç - ĕçченлĕх палли. "Чăваш пикине" хутшăннă кашни хĕр-упраç вăрăм çивĕтлĕ пулни чăнах та савăнтарчĕ. Конкурс Культура çулталăкĕнче иртнĕ май питĕ хĕрÿ пулассине ертсе пыракансем маларахах систерчĕç те - чăнласах çапла килсе тухрĕ. Кам çĕнтерессине вĕçне çитичченех чухлаймарăм. Чиперккесем чăннипех пурте маттур, пултаруллă, ăста... Çапах та жюри йăлтăрккасен хушшинче ахах-мерченне суйласа илме пултарчех! Çапла вара "Чăваш пики - 2014" ята хальхинче Етĕрне тăрăхĕн хĕр-упраçĕ Людмила Муравьева çĕнсе илчĕ. Диана Козлова /Йĕпреç районĕ/ вара "Вице- чăваш пики" пулса тăчĕ. Красноармейски хĕрĕ Мария Козлова - "Чи çепĕç пике", Тăвайĕнчен килнĕ Кристина Федотова - "Куракан кăмăллакан пике", Муркаш тăрăхĕнче çитĕннĕ Елизавета Смирнова - "Чи хÿхĕм пике", Ирина Патманова /Куславкка районĕнчен/ "Чи ăслă пике" номинацисенче çĕнтерчĕç. Хам енчен вара çакна хушса калам. Мана Трак тăрăхĕнчи Мария Козлова уйрăмах кăмăла килчĕ. Çепĕç кăна мар вăл, сăпайлă та, пултаруллă та, чипер те. Çитес çул пултарулăхпа ăсталăх, илем тупăшăвĕнче Патăрьел, Комсомольски тата Шăмăршă районĕсенчи пикесене те курасчĕ. Шел те, кăçал хутшăнма темшĕн кăмăл туман вĕсем. Конкурс вара çулран çул лайăхлансах, пуянлансах пырать.

 

Роза ВЛАСОВА

Рубрика: