Тавах сана, фестиваль!

1 Раштав, 2014

Ĕмĕтленнĕ саманта кĕтнĕ чухне вăхăт питĕ вăрах шăвать. Вăл çитет те - наччасрах иртсе каять. М.Д.Михайлов ячĕллĕ йăлана кĕнĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ те çавăн пекех. Акă унпа çыхăннă çирĕм тăваттăмĕш фестиваль пирки те иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет. Ноябрĕн 30-мĕшĕнче вăл гала-концертпа хупăнчĕ.

Гала-концерт - яланах уяв. Унăн шайне çĕклеме хамăрăн юрăçсемпе танах хăнасем те тăрăшрĕç. Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Артем Голубев ?Владивосток% У.Джордано çырнă "Федора" оперинчи Лорис, Хорватирен килнĕ Сандра Пламенац Дж.Пучинин "Мадам Баттерфляй" оперинчи Чио-Чио-сан, Китай солисчĕ Юань Гуанцюань Дж.Вердин "Дон Карлос" оперинчи Родриго арийĕсемпе палăрчĕç.

Мускаври Пысăк театрăн солисчĕ, Раççей халăх артисчĕ Владимир Редькин, Санкт-Петербургри Мариинка театрĕн мухтавĕ, Раççей халăх артисчĕ Сергей Алексашкин, Мускаври К.С.Станиславский тата Вл.И.Немирович-Данченко ячĕллĕ академи музыка театрĕн илемĕ, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Наталья Мурадымова юрланине тата ăçта итлеме пултараттăмăр-ха/ Тавах сана, фестиваль.

Хамăрăннисем пирки те лайăххине çеç асăнса хăварасшăн. Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Мария Елановăн кĕмĕл сасси В.Беллинин "Норма" оперинчи Норма каватинипе тыткăнларĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Иван Снигирев, Ольга Вильдяева, Дмитрий Семкин, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Татьяна Прытченкова, Сергей Кузнецов хăйсен ăсталăхне ÿстерсе пынине те палăртмалла. Мана çапах та пĕр япала çитмерĕ: фестиваль кунĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче чăваш сасси илтĕнмерĕ. Çитес юбилейлă 25-мĕш фестивальте çак шухăша шута илессе шанса юрă уявĕпе çулталăклăха сывпуллашатăп.

Н.СМИРНОВА.

Рубрика: 
Автор: