Новости по теме

13 Пуш, 2025

ПРАВИТЕЛЬСТВО КУНĔ: Малтисен те татса паман ыйтусем пур

«Паян Правительство кунне Шупашкарта, çак пысăк залра, ирттерес терĕмĕр. Мĕншĕн тесен Шупашкар округĕ — чи пысăккисенчен пĕри. Вăл республика аталанăвне пысăк тӳпе хывать. Пирĕн паянхи тĕллев — 5 çул хушшинче пур отрасльте те тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси, çитес 6 çул валли çĕнĕ тĕллевсене палăртасси», - çапла каласа уçрĕ Шупашкар округĕнчи Правительство кунне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

5 Пуш, 2025

Мартăн 5-мĕшĕнче Шупашкарти МТВ-центрта «Çĕрулми» курав уçăлчĕ

Унта 17 регионтан килнĕ 70 ытла предприятин продукцине тăратнă.

Выставкăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов уçрĕ. Вăл çĕрулми пĕлтерĕшлĕ çимĕç пулнине, çĕрулми производствине аталантаракан хуçалăхсене патшалăх пулăшу кӳнине палăртрĕ.

4 Пуш, 2025

Йĕпреç тăрăхĕнчи Луконинсем çемье çавăрнăранпа – 50 çул

Евгений Васильевичпа Любовь Михайловна  1974 çулхи юпа уйăхĕнче тĕл пулнă. Шăпа пĕрле пулма пÿрнине туйса илсен 1975 çулхи нарăс уйăхĕнче çемьене чăмăртаннă.

28 Нарăс, 2025

Ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăна Чăваш Енрен черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă

Ăна кăрлач уйăхĕнчен СВОна çар çынни пулса хутшăнакан виçĕ ача ашшĕ Сергей Муравьев паян СВОри хăй хĕсметре тăракан чаçе Шупашкартан фурăпа турттарса кайрĕ.

26 Нарăс, 2025

Чăваш Енре — 3 пин ытла çерçи

«Тĕм çинчи çерçи» Пĕтĕм Раççей акцине пирĕн республикăра пурăнакансем те хастар хутшăннă. Нарăсăн 8-16-мĕшĕсенче пĕтĕмпе 232 çын 3151 çерçи шутласа кăларнă. Чăваш Ен çак кайăк йышĕпе çĕршывăн 81 регионĕ хушшинче 21-мĕш вырăн йышăннă.

15 Кăрлач, 2025

Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне – черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ

«Хыпар» Издательство çуртĕнче хăнара паян ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнĕ Александр Ильин тата ятарлă çар операцине хутшăннă, халĕ волонтер, Шупашкарти «ВОИН» центр инструкторĕ Григорий Васильев пулчĕç. 

Pages