Паян ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова çуллахи вăхăтра 14-18 çулсенчи ачасене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарасси пирки журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Ҫак кун тӗлне республикăри 6963 çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçе вырнаçакан ачасене уйăхне шалусăр пуçне 2417 тенкĕ пособи параççĕ.
Чăваш кĕнеке издательстви издательство çĕнĕлле ĕçлесе хăй кăларакан кĕнекесен пахалăхне куллен лайăхлатма тăрăшать. Çапах та чи пĕлтерĕшли — вĕсен ĕçне вулакан епле хаклани. Сирĕн çак ыйтусене хуравласа шухăшăрсене уççăн пĕлтерме май пур. Вĕсене издательство малашнехи ĕçре шута илсе тата лайăхрах кĕнекесем кăларма тăрăшĕ. Ыйтусем патне çак каçăпа куçмалла https://chuvbook.ru/news/opros
Тунтикунхи канашлура çур аки ыйтăвĕпе вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах илчĕ. Акса-лартса хăварнă анасен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ кăçал 546,1 пин гектарпа танлашмалла — пĕлтĕрхи чухлех. Çурхи культурăсен лаптăкĕ — 310,5 пин гектара яхăн. Кăçал акана чи малтан Пăрачкав округĕнче тухнă — пĕлтĕрхинчен 9 кун каярах юлса. Сергей Геннадьевич акана виçĕм çул та çак кун пуçланине аса илтерчĕ: «Ун чухне тыр-пул рекорд шайĕнче пулчĕ, çавна май кăçал та тухăç пысăк пуласса шанатпăр».
Уявсем тата ĕççи — пĕрремĕш вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вĕсем тавра калаçу пулчĕ.
Нумай ачаллă çемьесене пулăшасси, пушар тата çăлав службисен ĕçченĕсене — хушма тӳлевпе, медиксене саплаштару укçипе хавхалантарасси — çак тата ытти ыйту Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче пулчĕç.