Комментари хушас

28 Çу, 2024

Ачасен ҫулла укҫа ӗҫлесе илме май пулӗ

Паян ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова çуллахи вăхăтра 14-18 çулсенчи ачасене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарасси пирки журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Ҫак кун тӗлне республикăри 6963 çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçе вырнаçакан ачасене уйăхне шалусăр пуçне 2417 тенкĕ пособи параççĕ.

Алăксем туса кăларакан «Эстет» фирмăра çулла ачасене ĕçе илесси ырă йăлара. Кăçал ытларах унта ĕçлекен çынсен ачисене вырнаçтарасшăн. Çапла пурăна киле ĕç династийĕ те аталанĕ, тен. «Эстет» представителĕ Ольга Мефодьева каланă тăрăх, 5-6 çул ĕнтĕ вĕсем 15 çултан аслăрах ачасене ĕçе илеççĕ, вĕсем уйăхра 30 пин тенкĕ шалу илнĕ.
<span;>Агрегат заводĕнче пĕлтĕр 5 ачана çулла ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсен шалăвĕ 25 пин тенкĕпе танлашнă. Завод кăçал та çамрăксене ĕçе илĕ. Чи малтан – унти ĕçченсен ачисене, ваканси юлсан ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă заявка панисене те йышăнĕç. Унта ачасене шалусăр пуçне апатланнăшăн кунне 100 пин тенкĕ компенсаци парĕç. 15 çухрăмран аяккарах пурăнаканнисен çул укçине саплаштарĕç. Заводра ачасене комплектовищике, делопроизводителе йышăнаççĕ.
<span;>Паянхи куна илсен, ачасем ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă панă заявкăсен йышĕ вакансисенчен ытларах. Эппин, çитĕнекен ăру питĕ ĕçлесшĕн.
<span;>www.hypar.ru
<span;>Ирина АЛЕКСЕЕВА