Кашнин çитĕнĕвĕ – республикăн çĕнтерĕвĕ

20 Çĕртме, 2024

Чăваш çĕрĕн тĕп пуянлăхĕ — ĕç çынни. Тĕрлĕ сферăра вăй хурса республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне хăват паракансем яланах хисепре.

Кулленхи ĕçре пысăк çитĕнӳ тунă хастарсене — лайăх тухтăрсене, вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн специалисчĕсене, вĕрентекенсене, юристсене, художниксене, ял хуçалăх ĕçченĕсене — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕнер Правительство çуртĕнче патшалăх наградисемпе чысларĕ.

Пысăк хисепе тивĕçнисен шутĕнче — федераци шайĕнчи наградăна илнĕ тăватă ентеш. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн йышăнăвĕпе 3-мĕш стройтрестăн генеральнăй директорне Валерий Семенова строительствăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Туслăх орденĕпе наградăланă. Олег Николаев палăртнă тăрăх, Валерий Пименович ертсе пыракан предприяти республикăн строительство отраслĕн аталанăвне хăват парса тăнине, пĕрлĕх строителĕсем çĕклекен çуртсем çирĕп тата шанчăклă пулнине палăртрĕ. Етĕрне округĕн администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕн Ольга Зельцманăн пархатарлă ĕçне «Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа палăртнă.

Республика ертӳçи Олег Николаев Мордва культура центрĕн ертӳçине Владимир Седойкина нацисен хутшăнăвне çирĕплетес тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнăшăн «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăларĕ. Строительство комплексĕнчи тата наци политикинчи ĕç-хĕлне пысăк хак панăшăн тав тунă май Владимир Павлович регионти лăпкăлăх, тăнăçлăх, экономика ӳсĕмĕсем республикăра пурăнакан халăхсен туслăхĕнчен нумай килнине палăртрĕ. Çак награда унпа пĕр шухăшлисен пĕрлехи ĕçĕн хаклавĕ пулнине каларĕ.

«Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята тивĕçнĕ Лия Михайлова яланах республика ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçленине палăртрĕ. Вăл, пурнăçне вĕрентӳ ĕçĕпе çыхăнтарнăскер, Шупашкарти 2-мĕш шкулта ĕçлет. Унăн вĕренекенĕсем тарăн ăспа, тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа палăрса тăраççĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче вăй хума пуçлаççĕ. Çапла майпа республика аталанăвне тӳпе хываççĕ. «Пирĕн пултарулăх ачасен çитĕнĕвĕсенче туллин курăнать», — терĕ Лия Петровна.

Республика кунне халалланă чыславра вун-вун хастар патшалăх наградине тивĕçрĕ. «Эсир — пуриншĕн те тивĕçлĕ тĕслĕх, çамрăк ĕçтешĕрсемшĕн хавхалану палли. Сирĕн çитĕнӳсемпе паян Чăваш Ен черетлĕ хут çуралнă кунне кĕтсе илет, палăртнă тĕллевсем патне çирĕппĕн утать, вĕсене тухăçлă пурнăçлать. Сире тӳрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тата тухăçлă ĕçшĕн тав тăватăп! Кашнин çĕнтерĕвĕ тата тава тивĕçлĕ ĕçĕ — Чăваш Ен ăнăçăвĕ. Пирĕн республикăн пуласлăхĕ шанчăклă тата çирĕп алăсенче!» — терĕ Олег Николаев.

www.hypar.ru Валентина Багадерова тата cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас