Кун йĕркинче — социаллă хӳтлĕх ыйтăвĕсем
Нумай ачаллă çемьесене пулăшасси, пушар тата çăлав службисен ĕçченĕсене — хушма тӳлевпе, медиксене саплаштару укçипе хавхалантарасси — çак тата ытти ыйту Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче пулчĕç.
Нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тӳлес енĕпе çăмăллăх памалли йышăнăва Раççей Презденчĕн кăçалхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче çак ыйтупа кăларнă указĕпе килĕшӳллĕн хатĕрленĕ. Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева тивĕçлĕ йĕркепе паллаштарнă май ку çăмăллăхпа камсем усă курасси çинчен пĕлтерчĕ. Республикăра пурăнакан нумай ачаллă çемьесем çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн компенсаци илĕç. Паллах, условисем пур: çемьере çын пуçне тивекен тупăш пурăнма кирлĕ виçерен иртмелле мар. Енчен те кунашкал çăмăллăхпа усă курмалли сăлтав темиçе те пулсан хăшĕнпе тӳлев ыйтассине çемье хăй суйласа илет. Тӳлев виçи асăннă тăкаксен 30% танлашĕ. Çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн парăм пулсан çăмăллăхпа та тивĕçтермеççĕ.
Лариса Геннадьевна республикăн кăçалхи бюджетне çак тĕллевпе 81 миллиона яхăн тенкĕ хывса хăварнине çирĕплетрĕ. Çăмăллăхпа 2,5 пин çемье — 13 пин çын — усă курĕ. Олег Николаев тӳлев илмешкĕн çемьесен мĕнле документсем тăратмаллипе кăсăкланчĕ. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан ăнлантарнă тăрăх, заявлени çырмалла, граждансен хăйсен докуменчĕсем кирлĕ, ытти документ — ведомствăсен хушшинчи çыхăну шучĕпе.
Республикăн виçĕ çуллăх адреслă инвестици программине улшăнусем кĕртес ыйтупа строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов сăмах илчĕ. Программăна тӳрлетесси ун валли уйăракан укçа виçи пысăкланнипе сăлтавланнă — 3,9 миллиард тенкĕ хушăнать, пĕтĕмĕшле виçе 17 миллиард тенкĕрен те иртет. Унта 41 мероприяти кĕртнĕ. Çав шутра 20 стройка тата 21 проект ĕçĕ. Владимир Михайлович проектсем çинче уйрăммăн чарăнса тăмарĕ, анчах лару тĕлне хатĕрленĕ пресс-релизра вĕсен списокне кăтартнă та — хăшне-пĕрне асăнни вырăнлă. 2024-2025 çулсенчи стройкăсен шутĕнче — Вăрнарти шкул çумне тĕртсе хушма корпус тăвасси, Комсомольскинчи шкул, Шупашарти урăлтаркăч, Патăрьелти морг, Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Шуршăлти котельнăй, Çĕмĕрлери чĕр чунсен приючĕн строительстви.
Олег Николаев строительство ĕçĕсемсĕр пуçне объектсене проектлас енĕпе те хастар пулма чĕнсе каларĕ. Унсăрăн кăмăлсăр лару-тăрăва лекесси те часах: укçа пур, анчах проектсем çук. Çавăнпа та проектсен портфелĕ саппасра пулмалла.
Тепĕр йышăну патшалăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ литература кăларассипе çыхăннă политикине пурнăçлас енĕпе ĕçлекен канаш ĕçне лайăхлатассипе çыхăннă. Цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов документ «социаллă пĕлтерĕшлĕ литература» ăнлава уçăмлатнине, çакнашкал литература хаклавĕн критерийĕсене çирĕплетнине палăртрĕ. Çав критерисен списокĕ самай пысăк — çут ĕçĕпе воспитани пĕлтерĕшĕнчен тытăнса илемпе çыхăннă пысăк пахалăх таран. Ал çыру вĕсене тивĕçтернине хакламашкăн ĕç ушкăнĕ туса хурассине палăртнă. Министр иккĕленмест: çак йышăну литература пахалăхне лайăхлатма, вăл общество кĕтнине тивĕçтерессине тӳрре кăларма пулăшĕ.
Комментари хушас