Комментари хушас

6 Çу, 2024

Ветерансем тимлĕхсĕр юлмĕç

Уявсем тата ĕççи — пĕрремĕш вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вĕсем тавра калаçу пулчĕ.

Культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, республикăра Çуркуннепе ĕç уявне халалланă 500 ытла мероприяти иртнĕ, вĕсене 14,5 пин çын хутшăннă. Халь вара Чăваш Ен Çĕнтерӳ кунне паллă тума хатĕрленет. Мероприяти пушшех нумай: 1,2 пин ытла — концертсенчен пуçласа ветерансемпе йĕркелекен тĕлпулусем таран. Çав шутра ятарлă çар операцине хутшăнакансем тĕлĕшпе те тимлĕх пулĕ.

Республикăра Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен, тыл ĕçченĕсен паттарлăхне халалланă астăвăм объекчĕсен шучĕ 1,5 пинрен те иртет — вĕсене пăхса тăрасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2023 çулта 421 палăка юсанă, çĕнĕ 17 палăк лартнă. Кăçал та ку енĕпе пысăк ĕç тунă, тăваççĕ — 447 палăка юсама палăртнă. Светлана Анатольевна çавăн пекех Мăнкуна кĕтсе илни çинче те чарăнса тăчĕ. 176 чиркӳре кĕлĕсем иртнĕ, вĕсене 20 пин ытла çын хутшăннă. Йĕркелĕхе, хăрушсăрлăха тивĕçтерме полицие, Росгварди, уйрăм çынсен хурал предприятийĕсен сотрудникĕсене явăçтарнă — пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ.

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова вăрçă нушине тӳснĕ ватăсен социаллă хӳтлĕхĕпе çыхăннă самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Чăваш Енре паян 3,6 пин вăрçă ветеранĕ пурăнать. Пулăшу мерисем валли укçа уйрнă. Вăрçă паттăрĕсене парнесемпе савăнтарĕç, ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе хавхалантарĕç. Çулталăк пуçламăшĕнчен тытăнса вĕсен пурăнмалли условийĕсене тĕпченĕ — пулăшу кирлисем тимлĕхсĕр юлмĕç. Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов вăрçа хутшăннисен йышĕпе кăсăкланчĕ. Алена Геннадьевна пĕлтернĕ тăрăх, унашкаллисем — 65 çын. Тата — салтаксен тăлăха юлнă 968 мăшăрĕ, фашистсен концлагерĕсенче нушаланнă 25 çын... Михаил Ноздряков вăрçă участникĕсен йышĕ çуллен чакса пынине палăртнă май вĕсем тĕлĕшпе тимлĕх пушшех пысăк пулмаллине çирĕплетрĕ.

www.hypar.ru