Çӗнӗ районта çӗнӗ пурнăç пуçланӗ
"Савăнăçлă çак мероприятире пурне те курма хавас. Çывхарса килекен Мăнкун, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп. Паян 40 тăлăха çĕнĕ хваттер уççийĕсене парăпăр. Кăмăл тăвакансене 2021 çултанпа çурт-йĕр сертификачĕпе тивĕçтерессине те йăлана кĕртнĕ. Хатĕр хваттер парассине те сыхласа хăварнă. 2023 çулта Шупашкарта ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 155 çамрăк хваттерлĕ пулчĕç. Вĕсенчен 32-шĕ çурт-йĕр сертификачĕпе усă курчĕç. Кăçал ун пеккисен шучĕ 62-е çитрĕ. Кĕçех кунта пурнăç вĕреме пуçлĕ. Ачасем садике, унтан шкула чупма тытăнĕç. Сад микрорайонĕ çултан çул аталансах пырать. Çемьесенче килĕшÿпе çураçу, ăшăлăх сунатăп", - терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти Геннадий Айхи проспектĕнчи 28-мĕш çуртра ашшĕ-амăшĕн хÿтисĕр юлнă çамрăксене çĕнĕ хваттер уççийĕсем панă чухне.
Çапла, 40 çамрăкăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Вĕсем харпăр хваттерĕсенче пурăнма пуçлĕç. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, Правительство юлашки çулсенче тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтерессине хăвăртлатнă. 5 çул хушшинче черете пĕтерме палăртаççĕ. 2024 çулта тăлăхсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме 414 хваттер туянма йышӑннă. Вĕсенчен 171-шĕ — Шупашкарта, 109 хваттер муниципалитет контракчĕсемпе, 62-шĕ — çурт-йĕр контракчĕсемпе. Çавăн пекех кăçал тĕп хулара 79 пурăнмалли ятарлă вырăн уйăрнă.
Çĕнĕ хваттерлĕ пулнисене Чăваш Республикин прокурорĕн çумĕ Сергей Державин саламларĕ. «Хваттер илни яланах савăнтарать. Хăшĕсем çакна чылай çул кĕтнĕ. Апла тăк çак ырă пулăм тата ытларах хĕпĕртеттерет. Тăлăх ачасен хушшинче хваттер кĕтекенсен черечĕ чаксах пырать. Çитес çулсенче хваттерпе пурне те тивĕçтерме тăрăшăпăр», – терĕ Сергей Александрович. Шупашкар хулин мэрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Доброхотов çамрăксене çĕнĕ хваттерсенче телейлĕ пулма, мирлĕ тÿпе тата ырăлăх сунчĕ. «Эпир хваттерсене кĕрсе куртăмăр, питĕ çутă, хăтлă тата илемлĕ вĕсем», – палăртрĕ Владимир Анатольевич.
Çĕнĕ хваттер уççине илме хăшĕсем кушак йăтса пынă. Ача çĕклесе е çавăтса килнисем те пурччĕ. Çапла, çамрăксен хушшинче çемьеллисем те пур. Хăшĕсем хваттер тивĕçессе 4-5 çул кĕтни çинчен пĕлтерчĕç. Ольга Васянкăпа Екатерина Носовăна уççисем чăн малтан тивĕçрĕç. Вĕсем 3 тата 4-мĕш хваттерсенче пурăнĕç. Хĕрсем хăйсене хваттерсем килĕшнине пытармарĕç. Çĕнĕ микрорайонта çĕнĕ пурнăç пуçласса чăтăмсăррăн кĕтни çинчен пĕлтерчĕç.
Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас