Шупашкар хулин депутачĕсем паян Шупашкар пуçлăхне суйларĕç

18 Çĕртме, 2024

Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн черетсĕр 44-мĕш ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

Шупашкар хулин пуçлăхĕн должноçне йышăнас текенсен конкурсне пĕтĕмпе тăватă заявлени йышăннă, пĕлтерчĕ комисси председателĕ, пĕрремĕш вице-премьер – финанс министрĕ Михаил Ноздряков. Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче иккĕн çĕнтернĕ. Кандидатсен Шупашкар хула аталанăвĕпе çыхăннă проекчĕсемпе паллашнă, вĕсен професи тата çынлăх паллисене хакланă хыççăн депутатсене пăхса тухма Александр Малов тата Владимир Доброхотов кандидатурисене сĕннĕ.

Ларура вĕсем Шупашкар хулин аталанăвĕн программисемпе паллаштарчĕç. Шупашкар хула пуçлăхĕнче ĕçлес пулсан Александр Малов тĕп хулан транспорт инфратытăмне аталантарассине, халăх пурнăçне лайăх енне улăштарассине тĕпе хурассине пĕлтерчĕ. Владимир Доброхотов уншăн Шупашкар агломерацийĕн мастер-планне мала хурса ĕçлесси тĕпре пулнине пĕлтерчĕ.

Депутатсем пĕр саслăн пулса Владимир Доброхотова Шупашкар хула пуçлăхне суйларĕç. Пысăк должноç йышăннă ятпа ăна республика пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. «Владимир Доброхотов хула хуçалăхĕшĕн çĕнĕ çын мар. Вăл 30 çул ытла муниципалитет тытăмĕнче тăрăшать. Шупашкра хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра ĕç-хĕле аван пĕлнине кăтартрĕ. Çавăнпа та пуçланă ĕçсене чăрмавсăр тата тăхтаса тăмасăр малалла тăсасси иккĕлентермест. Хăйĕн докладĕнче хула çыннисем хускатакан çивчĕ ыйтусене татса парассине те пĕлтернине те пысăк пĕлтерĕшлĕ», — терĕ Олег Николаев. 

www.hypar.ru Валентина Багадерова сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас