Комментари хушас

6 Çу, 2024

Садальскипе те илĕртнĕ

Тунтикунхи канашлура Чăваш Ен Мускаври ВДНХри «Раççей» курава хутшăннине сӳтсе явнă. Министерствăсен хыççăн эстафетăна Патăрьелсем йышăннă.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов куравра йĕркеленĕ мероприятисем çинчен каласа пачĕ. Анлă та интереслĕ программа хатĕрленĕ — чăваш чĕлхипе, Чăваш Ен тата Патăрьел округĕн историйĕпе, çыннисемпе çыхăннă викоторинăсем таранах. Çавна май регионăн Президент çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков та муниципалитетсен кураври ĕçне Патăрьелсенчен пуçласа тĕрĕс тунине кăмăллăн палăртрĕ. Черетре вара — Улатăр хулипе округĕ, Шупашкар.

Михаил Ноздряков вĕсем те çаплах маттар пуласса шанни çинчен каларĕ: «Патăрьелсем çĕкленĕ градуса çав шайрах тытмалла — вĕсемпе танлашма, вĕсенчен иртме тăрăшмалла». Çавна май округ пуçлăхĕнчен ытти муниципалитет шута илмелли самантсем çинчен ыйтни пĕртте ăнсăртран мар. Рудольф Васильевич курава Патăрьел тăрăхĕнче çуралнă Станислав Садальские чĕннине пĕлтерчĕ. Паллă киноактер ентешсене пулăшма вырсарникун ВДНХна пынă. Интереслĕ тĕлпулу куравăн нумай-нумай хăнине Чăваш Ен стенчĕпе паллашмашкăн илĕртме май панă. Округ пуçлăхĕн шучĕпе, çакнашкал меслетсем ытти муниципалитетшăн та вырăнлă тата усăллă пулмалла.

www.hypar.ru