Комментари хушас

3 Ака, 2025

Олег Николаев РФ Патшалăх Думин Аграри ыйтăвĕсен комитечĕн ĕçне хутшăннă

Шупашкарта Раççей Патшалăх Думин Аграри ыйтăвĕсен комитечĕ «Федерацин Атăлçи округĕн тĕслĕхĕнчен тухса тăракан агропромышленноç комплексĕпе ял территорийĕсене аталантармалли саккунсен аспекчĕсем» темăпа «çавра сĕтел» хушшинчи калаçу ирттерчĕ.

Ăна комитет председателĕ Владимир Кашин ертсе пычĕ, комитет членĕсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020-2024 çулсенче АПКна аталантарассишĕн тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. «Отрасле республика бюджетĕнчен уйăракан укçапа комплекслă тата тĕрев тытăмĕн никĕсĕнче пулăшатпăр, — терĕ Олег Алексеевич. — Çакна çирĕплетме цифрăсем нумай илсе кăтартмастăп, вĕсене ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова сăмахĕнчен пĕлĕр. Манăн шухăшпа, эпир çĕр ĕçченне кашни 100 га пуçне тивекен энергипе тивĕçтерес, паха продукци туса кăларас, унăн калăпăшне ӳстерес, ял хуçалăх культурисене тирпейлес тата вĕсенчен апат-çимĕç хатĕрлес енĕпе малла самаях кайрăмăр. Регионăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринипе килĕшӳллĕн республикăна ял хуçалăх продукцийĕн тĕп тĕсĕсем енĕпе — 100%, хăшĕ-пĕри енĕпе çак кăтартуран лайăхрах та тивĕçтеретпĕр. Пилĕк çул каялла ашпа, тырăпа, çăмартапа çав шая çитеймен, 2024 çултанпа вара туллин тивĕçтертĕмĕр. Чăваш Енре шута илнĕ çынсен 35% ялсенче пурăннине тĕпе хурса çак категори пурнăçне лайăхлатассишĕн, отрасльсене аталантарассишĕн федераци тата республика программисене синхронизацилетпĕр. Кунта сăмах мĕн çинчен пырать-ха? Ял çыннисен пурнăçĕн пахалăхне ӳстерес тĕллевпе вырăнсенче вĕрентĕвĕн, сывлăх сыхлавĕн, культурăн учрежденийĕсене вăйлатрăмăр, социаллă пурнăçа, ытти сферăна лайăхлатрăмăр. Иртнĕ 5 çулта пирвайхи медпулăшу паракан 290 объектăн пĕрремĕш пайне çĕнĕрен турăмăр, иккĕмĕшне тĕпрен юсарăмăр. Çав йышран 90% ытла ялсенче вырнаçнă. Культура çурчĕ нумай тунă, модельлĕ 25 библиотека ĕçе кĕртнĕ. Ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли 530 ытла башньăна çĕннипе улăштартăмăр. Ял çыннисем пуçаруллă бюджетра пухăнакан укçапа хăйсене кирлĕ объектсем туса, юсаса хута яраççĕ. Республика ку ĕçре вĕсене пулăшать. Асăннă тапхăрта 5218 проекта пурнăçланă».

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи тулли полномочиллĕ представителĕн Игорь Комаровăн çырăвĕпе депутатсене федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Григорий Сергеев паллаштарчĕ, республикăн тĕп хулинче АПКшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтупа калаçу йĕркеленĕшĕн вĕсене республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Черкесов тав турĕ. Раççей ял хуçалăх министрĕн çумĕ — статс-секретарĕ Максим Увайдов федерацин Атăлçи округĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе епле усă курнине тишкерчĕ. Владимир Кашин туса панă доклада комитет председателĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Плотников, Ульяновск облаçĕн, Пушкăртстан тата Чăваш Ен представителĕсем сӳтсе явма хутшăнчĕç.

www.hypar.ru Юрий Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем