Яваплăх пулмасан сыхлăх та иккĕленӳллĕ
Хуласемпе округсенче Правительство кунĕсем вĕçленчĕç, анчах, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура палăртнă тăрăх, çав тĕлпулусенче сӳтсе явнă ыйтусемпе ĕç пуçланать кăна-ха.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
— Ĕçтешсем хăш çул-йĕрсемпе çине тăрса ĕçлемеллине туйни пирки иккĕленӳ çук. Халĕ вĕсен хăйсен аталану программисене хатĕрлемелле. Проект ушкăнĕсене хăвăрт пухмалла. Хăш-пĕр енĕпе тӳрлетме тивĕ — кирлĕ маррине пăрахăçламалла, усăллине хушмалла. Паян эпир пысăк ĕçсен малтанхи тапхăрĕнче.
Канашлăвăн çирĕплетнĕ кун йĕркинчи тĕп ыйту вара вăрмансенчи пушар хăрушлăхĕн тапхăрне хатĕрленесси пулчĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Хомченко пĕлтернĕ тăрăх, çак ĕçсем валли федераци тата республика бюджечĕсенчен укçа çителĕклĕ уйăрнă, техника, çынсем ĕçе пуçăнма хатĕр. Сыхлăха тивĕçтермелли патруль маршручĕсене палăртнă — вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 5 пин километртан та иртет. Видеомониторинг ĕçлеме пуçлать. Тата темиçе камера туяннă, пĕтĕмпе вара сотовăй операторсен вăрмансенчи вышкисем çине 12 видеокамера вырнаçтарĕç. «Пилотсăр вĕçев системисем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн уйăрнă укçапа 11 БПЛА туяннă, вĕсем те вăрмансенчи лару-тăрăва сăнаса тăма май парĕç.
ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов кăçал юр сахал пулнине, тăпрара нӳрĕк сахаллине кура типĕ курăк тивсе каяс хăрушлăх пысăккине палăртрĕ. Пăшăрхану ăнсăртран марри куçкĕрет. Пуш уйăхĕн варринчех çавнашкал пирвайхи тĕслĕхсене шута илнĕ — иртнĕ çулхинчен виçĕ эрне маларах. Çавна май ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пушар хăрушлăхĕн уйрăм режимне вăя кĕртни, паллах, вырăнлă. Çак тапхăрта вăрмансене транспортпа кĕрсе çӳреме, унта, вĕсен çумĕнчи территорисенче кăвайт чĕртме юрамасть, сыхлăхăн ытти мерине пăхăнмалла.
Сергей Геннадьевич 2024 çулта вăрмансенчи пушарсемпе çыхăннă лару-тăрăва алăран вĕçертменнине аса илтерчĕ, кăçал çӳлерех асăннă сăлтавсене кура пушшех тимлĕ ĕçлемелле. Типĕ курăка вут хыпнипе çыхăннă тăватă теçетке тĕслĕх пулма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çав шутра Шупашкарта — 9, Шупашкар округĕнче — 5 тĕслĕх. Телее, вут-çулăм çурт-йĕр çине куçнă тĕслĕхсемне шута илмен. Çапах хăрушлăх пысăкки куçкĕрет. Çав вăхăтрах, ГКЧС ертӳçи палăртнă тăрăх, хуласемпе округсенче типĕ курăка вут-çулăм ярса илнĕ тĕслĕхсемшĕн айăплисене явап тыттарасси уксахлать.
Çакă Олег Николаева та сисчĕвлентерчĕ. Республика Пуçлăхĕ Шупашкар хулипе округĕн ертӳçисенчен айăплисем тĕлĕшпе миçе адмпротокол çырни çинчен ыйтрĕ. Пĕр протокол та хатĕрлемен иккен. Малашне ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме шантарчĕç-ха, çапах Олег Алексеевич кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: «Инкексене шута илнипе кăна çырлахма юрамасть. Кашни тĕслĕхе тĕплĕ тишкермелле, айăплисене тупса явап тыттармалла, çак тĕслĕхсем çинчен халăха пĕлтермелле». Унсăрăн сыхлăха тивĕçтересси сăмах вакланинчен мала каймĕ.
Регионăн управлени центрĕн ертӳçи Татьяна Немцева граждансенчен социаллă сетьсем, «Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсем. Пĕрле татса паратпăр» платформи урлă йышăннă ыйтусемпе ĕçленипе паллаштарчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 9,4 пине яхăн пĕлтерӳ илнĕ. Ытларах — Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Çĕмĕрлере тата Канашра пурăнакансенчен. Граждансене çулсен юсавлăхĕпе, урам-картише тирпейлессипе, ЖКХпа çыхăннă ыйтусем пăшăрхантараççĕ. Олег Николаев республикăра пурăнакансем цифра сервисĕсемпе анлăрах усă курма пуçланине ырланă май вĕсен ыйтăвĕсене тĕплĕ тишкермелли çинчен асăрхаттарчĕ.
Республика Пуçлăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене Раççей Федерацийĕн субъекчĕн, муниципалитет йĕркеленĕвĕн хисеплĕ гражданинĕн ятне парассипе çыхăннă хушăвне пурнăçлас ыйтупа Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов сăмах илчĕ. Хуласемпе округсен хисеплĕ гржданинĕн ятне вăрçа хутшăннă 65 çынна панă ĕнтĕ. Черетре — тата 38 çын. Виçĕ çынна — Михаил Сорокина, Агреппина Яновича, Владимир Гармонщикова — республикăн хисеплĕ гражданинĕн ятне пама сĕннĕ. Олег Николаев çак сĕнĕве ырларĕ, çийĕнчен хисеплисен йышне ятарлă çар операцийĕнче Раççей Геройĕн ятне тивĕçнисене те кĕртмелли пирки каларĕ. Тивĕçлĕ йышăнăва Çĕнтерӳ кунĕччен — çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен — тумалла.