Николай ГАВРИЛОВ: «Çынлăха нихăçан та çухатмалла мар»
Раççей Геройĕ Николай Гаврилов пур çĕрте те кĕтнĕ хăна. Çак кунсенче сумлă ентешĕмĕр «Хыпар» Издательство çуртĕнче пулчĕ. Тĕлпулăва журналистсем, шкул ачисем, волонтерсем, ветерансем, искусство çыннисем хутшăнчĕç.
Николай Федорович çамрăклăхне, çар службинчи тапхăра аса илчĕ. «Эпир ӳснĕ чухне пирĕншĕн Андриян Николаевпа Юрий Гагарин тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Арçын ачасем пурте тенĕ пекех космонавт е летчик пулма ĕмĕтленетчĕç. Манăн çак ĕмĕте пурнăçа кĕртме тӳр килчĕ. Сăмах май, Андриян Григорьевичпа пĕрре мар курса калаçма тивнĕ. Атте-анне пире юратса ӳстернĕ, çав вăхăтрах çирĕп ыйтнă. Халăх йăли-йĕркине тытса пыма, чыслăха упрама вĕрентнĕ. Шкулта та ыттисенчен юлас мар тенĕ, ялан лайăххи патне туртăннă. Математика тата физика урокĕсене савăнсах çӳренĕ. Физкультура урокĕсенче чупма-сикме кăмăлламан ача та çукчĕ пулĕ», — терĕ сумлă хăна.
Николай Гаврилов каланă тăрăх, кашни çыннăн хăйĕн çулĕ пур. «Ăна тупма пĕлмелле, шырамалла. Йăнăшсене тӳрлетсе ялан малалла утмалла. Лайăх самантра такам та пур, анчах йывăр вăхăтра алă параканни пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар тесе ахальтен каламан ватăсем. Çар командирĕн, ертӳçĕн ăслă-тăнлă та анлă тавра курăмлă пулмалла, чăнлăха тата тĕрĕслĕхе мала хумалла, тĕрĕс йышăну тума пĕлмелле. Йăнăш утăм туни йывăрлăх патне илсе пырать. Окопра çын епле пулнине пĕлетĕн. Çар пурнăçĕ çынна «витĕр курма» вĕрентрĕ. Вăрçăра та япăх этем япăх ĕçсем ытларах тăвать, лайăххи ырă ĕçсемпе палăрать, — шухăш-кăмăлне ирĕке ячĕ паттăр летчик. — Тӳпене хăпарнă чухне паянхи кун та чунра шиклĕх туйăмĕ пур. Летчиксем те чĕрĕ çынсем, генералсен те чун пур. Вĕсен те куççуль тухать. Çар çыннисене сывлăх енĕпе кăна мар, психологи енĕпе те тĕрĕслеççĕ. Салтаксем ахаль çынсенчен уйрăлса тăмаççĕ. Ахаль çын мирлĕ вăхăтра та хăрушă самантра паттăрлăх кăтартма пултарать, салтак вара çар хирĕнче те каялла чакма пултарать». Сăмах май, Николай Федорович халĕ те вертолет штурвалĕ умне ларать. «Маэстро» ят илнĕскер Çурçĕр полюсне 15 хут кайса килнĕ, Эльбрус тăрринче пулнă.
Кăçал Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнине паллă тăватпăр. Раççей Геройĕ çак пулăма мĕнлерех кăмăлпа кĕтет-ха? «Çĕнтерӳ кунĕ — пирĕншĕн чи пысăк уявсенчен пĕри. Пирĕн асаттесемпе асаннесем çĕнтерĕве епле çывхартнине, фашизма мĕнле çапса аркатнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Хальхи вăхăтра та эпир çăмăл мар тапхăрта пурăнатпăр. Тĕнчере нацизм çĕнĕрен вăй илчĕ, анчах ăна тĕнчипе сарăлма памалла мар. Ятарлă çар операцине те пирĕн çĕнтерӳпе вĕçлемелле. Мĕншĕн çапла пулса тухрĕ-ха: эпир ачасене тĕрĕс мар вĕрентетпĕр-и е çынсен шухăшлавĕ улшăнчĕ-и? Çак ыйтусен хуравне шырамалла. Тӳрех палăртатăп: паянхи çамрăксем япăх мар. Вĕсем спортра та, пултарулăхра та, ĕçре те, вĕренӳре те малта пулма тăрăшаççĕ. Çитĕнекен ăрăва пирĕн, çитĕннисен, тĕслĕх кăтартмалла: тăван çĕршыва юратмалла, атте-аннене хисеплемелле, ĕçре малта пулма тăрăшмалла, çитĕнӳ патне туртăнмалла, тĕрĕс пурăнмалла... Пире пăхса вĕсем пирĕн пек пулма тăрăшаççĕ. Эпир те аслисенчен тĕслĕх илнĕ. Пирĕн куç умĕнче Василий Чапаев, Андриян Николаев пек паттăрсем пулнă», — терĕ генерал-лейтенант.
Тĕлпулăва Николай Гаврилов мăшăрĕпе Татьяна Дмитриевнăпа пĕрле килчĕ. «Николай Федорович ялан тĕрĕслĕхшĕн çунать. Вăл çар çыннисемшĕн кăна мар, чăваш халăхĕшĕн те пăшăрханать. Ăна тăван халăх пуласлăхĕ шухăшлаттарать. Мăшăрăма куллен хавхалантарса, пулăшса пыма тăрăшатăп. Çар çыннин арăмĕн тĕп тивĕçĕ вăл — шанăçлă тыл», — калаçăва хутшăнчĕ Татьяна Гаврилова.
Николай Гаврилов чăвашсем ĕçчен те ырă халăх пулнине палăртрĕ. «Пирĕн ентешсем тараватлăхпа, ăшă кăмăлпа палăрса тăраççĕ. Вĕсем ниçта та çухалса каймаççĕ. Чăваш салтакĕсене хушнă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланипе çарта та хисеплеççĕ, шанаççĕ», — терĕ Раççейри чăвашсен наци культура автономийĕн ертӳçи. Ку яваплă должноç тилхепине ăна 2023 çулта тыттарнă. РФ Геройĕ, Мускавра пурăнаканскер, Чăваш Ене ялан чун турнине каларĕ. Вăл кашнинчех шкул ачисемпе, тĕрлĕ коллективпа, ентешĕсемпе тĕл пулать. Янкăлч шкулĕнче те ентешне ялан кĕтеççĕ.
Пирĕн справка
Николай Гаврилов — РФ тава тивĕçлĕ çар летчикĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ. Вăл Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче çуралса ӳснĕ. Сызраньти авиаци училищинче, Сывлăш çар академийĕнче пĕлӳ илнĕ. Афган вăрçине хутшăннă. Чикĕ хуралçисен çарĕнче службăра тăнă, вертолет тата эскадирлья командирĕ пулнă. 1992-1999 çулсенче — РФ пограничниксен службин наука-техника центрĕн летчик-испытателĕ. 1999-2010 çулсенче Федерацин хăрушсăрлăх службин авиацийĕн ертӳçинче тăрăшнă. 2010 çулта ăна Чăваш Республикин спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн ертӳçине çирĕплетнĕ.
www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ӳкерчĕкĕ