Комментари хушас

10 Ака, 2025

Паян Чăваш наци музейĕнче Мускаври Çĕнтерÿ музейĕнчен илсе килнĕ, куçса çÿрекен «Çĕнтерÿ художникĕсем» курав уçăлчĕ

Унпа паллашма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та килчĕ.

Унăн кураторĕ Елена Ремизова пĕлтернĕ тăрăх, курав Шупашкара килнĕ. Чи малтан çитнĕ, унта ÿнер ăстисен тĕлĕнмелле ĕçĕсене пухнă. Авторсем вĕсене тĕрлĕ вырăнта тата тĕрлĕ çĕрте çырнă: фронтра, çар госпиталĕсенче, партизан отрячĕсенче, тылра... Вĕсенче салтаксемпе командирсем, медиксем, тыл ĕçченĕсем, ыттисем сăнланнă. Пĕтĕмпе 132 экспонат. Çав шутра 54 живопиç тата графика ĕçĕ, 14 скульптура композицийĕ. Орест Верейский, Виктор Дмитриевский, Александр Богданов, Николай Мацедонский, Дмитрий Пяткин, Николай Обрыньба ĕçĕсем. Экспозицие Совет Союзĕн Геройĕн, авиацин тĕп маршалĕн Константин Вершининăн харпăр япалисем, медедина службин полковникĕн Игорь Красовскин медицина инструменчĕсем, салтаксен çи-пуçĕ пуянлатаççĕ. Выставкăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă.

— Паян эпир çав тери пĕлтерĕшлĕ курава уçма пухăнтăмăр. Кунти ĕçсем кăмăл-туйăма хускатаççĕ. Çавăн пекех мăнаçлăх туйăмĕ те çуратаççĕ. Ку ĕçсене куракан кашни çын хумханать-тĕр. 2025 çула эпир Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ тесе пĕлтертĕмĕр. Çавăнпа та ку курава тĕп хулара, республикăра пурăнакан нумай-нумай ачапа çамрăк çитсе курасса шанас килет. Чăваш наци, Çĕнтерÿ музейĕн ĕçченĕсене «Çĕнтерÿ художникĕсем» выставка йĕркеленĕшĕн тав тăватăп», — терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов вăрçă кашни киле кĕрсе тухнине аса илтерчĕ. Çавăнпа курав пĕлтерĕшĕ пысăк. Унăн шухăшне культура министрĕ Светлана Каликова та çирĕплетрĕ: «Ку куравра кашниех хăйĕн чунне çывăххине тупма пултарать. Кунта картинăсем кăна мар, çар хатĕрĕсемпе тумĕсем, виç кĕтеслĕ çырусем…» Чăнах та, кашнин чун хĕлĕхĕсене хускатмалла - 8 теçетке çул ытла каяллахи йывăр çулсене çитсе курнă пек, çав сывлăшпа сывланă пек… Курав юпа уйăхĕн 25-мĕшĕччен ĕçлĕ.

Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

www.hypar.ru

Рубрика: