Укçан мар тÿлев инструменчĕ вырăнĕнчи банк карточкисемпе Раççейре нумаях пулмасть кăна, 2000 çулсен пуçламăшĕнче, анлăн усă курма тытăнчĕç. Тÿлевĕн çак механизмĕ меллĕ пулнипе, вăхăта перекетленипе лайăх - пластик карточкăсем çавăнпа хăвăрт сарăлчĕç ĕнтĕ. Çапах вĕсен çаврăнăшĕ вăйлă аталанни преступниксене те илĕртет. Тÿлевсен универсаллă инструменчĕ вĕт - ултавçăсемшĕн те меллĕ. Шел, финанс ĕç-хĕлĕнче усă куракан ăслă технологисем ултавçăсене те пулăшаççĕ.
Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Марискин тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Вăл пĕччен явап тытмасть, пĕрлех унăн заместителĕ Олег Добрынкин тата вырăнти ЖКХ управленийĕн экс-директорĕ Елена Басюк та суд умне тăрĕç.
Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕнче пируспа кĕрешмелли хăйне евĕр меслет шухăшласа кăларнă. Администраци ĕçченĕ çулталăкĕпех пирус туртмасан ăна отпуск çумне пĕр кун хушса параççĕ.
Вырăнта пĕлтернĕ тăрăх - çакă ăнăçлă мел шутланать. Мĕншĕн тесен чылай ĕçчен сиенлĕ йăлана пăрахăçланă.
Ку шухăша «Свобода» хуçалăхра та ырланă. Вĕсем те ку йĕркене пăхăнма тытăннă. Кунта ĕçлекен виçĕ çын пирус туртма пăрахнă.
Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине халалласа Шупашкарти ÿнер училищинче вĕренекенсем вăрçă ветеранĕсен сăнĕсене ÿкерме тытăннă. Преподавательсемпе студентсем ку ĕçе Леонид Захарович Петров портретĕнчен пуçланă. Вăл - отставкăри полковник.
2015 çулта, май уйăхĕнче, Çар Мухтавĕн музейĕнче çак ĕçсен куравĕ иртĕ. Каярахпа портретсене вăрçă ветеранĕсене парнелĕç.
Çак кунсенче Шупашкарта çĕнĕ ача сачĕ – «Асамлă хула» – алăкне яри уçрĕ. Уява хутшăннă ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каланă тăрăх - кăçал республикăра хута кайнă пиллĕкмĕш садик ку. Çулталăк вĕçлениччен шкул çулне çитменнисене тата 10 кермен йышăнмалла.