Халăх фрончĕ критиклеме шикленмест

10 Раштав, 2014

Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн Чăваш Ен регион штабĕн Шупашкарта иртнĕ анлă ларăвĕнче сăмах, тĕпрен илсен, ноябрĕн 17-18-мĕшĕсенче Мускавра ĕçленĕ иккĕмĕш форумĕн ĕçне тата Раççей Президенчĕ Владимир Путин декабрĕн 4-мĕшĕнче Федераци Пухăвне янă Çырăвне тĕплĕ тишкерни тавра пычĕ. Тĕп ĕçтăвкомăн федерацин Атăлçи регионĕнчи 6 субъект кураторĕ Маргарита Алексеева ларура иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ.

Халăх фрончĕн регион уйрăмĕн çум председателĕ Николай Казаков анлă ларăва уçнă май регион уйрăмĕ, малтанхи вăхăтра тÿрех пĕр туртăмпа ĕçлесе каяйманни, анчах унăн ĕçтăвкомне йĕркелесен, хастар та пуçаруллă çынсенчен штаб туса хурсан ĕçсем çийĕнчех лайăхланма тытăннине палăртрĕ. «Регион уйрăмĕ Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн ĕç-хĕлне палăрăмлă витĕм кÿчĕ, унăн тĕп пĕтĕмлетĕвне иккĕмĕш форум ĕçĕнчен эпир лайăх пĕлетпĕр», - терĕ вăл. Çум председатель 5 çĕрте ирттернĕ дискуссисен площадкинче кулленхи пурнăçăн пахалăхĕпе, социаллă тĕрĕслĕхпе, обществăпа влаç хушшинчи çыхăнупа, ялхуçалăх производствипе, ют çĕршывсенчен кÿрсе килекен апат-çимĕçпе промышленноç таварĕсене хамăрăннисемпе улăштарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатни çинчен каласа кăтартрĕ.

Николай Нилович шухăшĕпе вĕсен йышĕнче пысăках мар пĕлтерĕшли, вак-тĕвексен шутне кĕрекенни пачах çук. Сăмахран, пирĕн республикăри 29 мемориал комплексĕнчен виççĕшĕнче кăна «Астăвăм çулăмĕ» çунать. Чылайăшĕ тахçанах юрăхсăра тухнă е юхăнса кайнă. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă кун тĕлне вĕсене пурне те юсаса хута ямалла. Е тата тепĕр пулăм. Украинăра граждан вăрçи пуçлансан унти халăх хÿтлĕх шыраса пирĕн республикăна та йышлăн килсе çитнĕ. Анчах, шел пулин те, хăшпĕр çĕрте вĕсене тивĕçлĕн йышăнман, пулăшма тăрăшман. Влаç тытăмĕнчисен енчен кÿрентернĕ тĕслĕхсем те пулнă, пулман мар.

Халăх фрончĕн регионти уйрăмĕ ытти сферăри ыйтусемпе те кăсăклансах тăрать. Июнь уйăхĕнчи тĕрĕслев Вăрнар поселокĕнчи пурăнма юрăхсăр темиçе çурта тупса палăртнă. Çыннисене çĕнĕ, хăтлă хваттерсене куçармалли реестра та кĕртмен иккен. Тĕрĕссипе, асăннă çуртсем нимĕнле балансра та шутланмаççĕ. Малтанах çак хуралтăсем Раççей чукун çулĕн пулнă, вăл вĕсене каярахпа хăйĕн балансĕнчен кăларсан хуçасăр тăрса юлнă. Район администрацийĕ кăна «вăхăтра асăрхаман». Элĕк салинче юрăхсăр çуртсенче пурăнакансене туса çитермен çурта куçарни палăрнă.

- «Авариллĕ çĕнĕ çурт» тенине пуçласа тĕл пултăмăр. Асăннă темăна эпир чи малтан çĕклерĕмĕр, - терĕ Николай Казаков. - Пирĕн тĕллев айăплисене тупса явап тыттарасси мар, влаç органĕсемпе пĕрле çакнашкал çивĕчленнĕ ыйтусене татса парасси. Хамăр ĕçе экспертсене, общество хастарĕсене, вĕренÿ заведенийĕсенчи пысăк квалификациллĕ специалистсене, влаç тытăмĕнчи яваплă çынсене тата ыттисене хутшăнтаратпăр. Çавăнпа та пĕрлехи вăйпа, пĕр тĕллевпе ĕçлесе нумай ыйтăва татса пама пултартăмăр...

Ларура çĕнĕ шухăш-сĕнÿ çителĕклех пулчĕ. Раççей Президенчĕн шаннă çынни, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Валерий Туркай, акă, Шупашкар ГЭСĕн шăпи пирки питĕ пăшăрханса калаçрĕ, вăраха кайнă ыйтăва çÿллĕ шайра хальтерех татса памаллине пĕлтерчĕ, унсăрăн вăл татах кăткăсланасси уçăмлă. Мускавран килнĕ Маргарита Алексеева куратор Валерий Владимировичпа килĕшрĕ, ку ыйтăва виççĕмĕш форумра çĕклеме хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ. Валентина Теллинăна, Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачне, çĕршыври медицина тытăмне çĕнетсе улăштарассипе çыхăннă оптимизацие мĕн тĕллевпе пуçарни пăшăрхантарать. Ку ыйту форумăн «Социаллă тĕрĕслĕх» площадкинче ахальтен çĕкленмен. Мĕншĕн тесен халăх сиплевĕнче чылай çул ĕçлесе пысăк опыт пухнă врачсен, медицина сестрисен больницăсенчен кайма тивет. Оптимизацин тĕллевне медицина пĕрлĕхĕ ăнланмасть тата йышăнмасть. Ижевскра, акă, педиатрсем сивлев акцине ирттернĕ, Ĕпхÿре выçă тытма пуçланă. Халăх фрончĕн Тĕп штабĕн членĕн, Наци медицинин палатин ертÿçин Леонид Рошаль шухăшĕпе, медицинăри тÿре-шара çак майпа сывлăх сыхлавçисен шалăвне ÿстересшĕн иккен.

Халăхпа канашламасăр, унăн шухăш-кăмăлне пĕлмесĕр тунă ĕç халăха хирĕçле çаврăнса ан тухтăр тесе тата пурнăçри çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе Халăх фрончĕн регионти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн штабĕн çитес тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕн планне тĕплĕн тишкерсе çирĕплетрĕç.

Юрий ЛИСТОПАД

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: