Çĕнĕ çул парни

9 Раштав, 2014

Çак кунсенче Шупашкарта çĕнĕ ача сачĕ – «Асамлă хула» – алăкне яри уçрĕ. Уява хутшăннă ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каланă тăрăх - кăçал республикăра хута кайнă пиллĕкмĕш садик ку. Çулталăк вĕçлениччен шкул çулне çитменнисене тата 10 кермен йышăнмалла. Вĕсене 10-15 çул каялла тунисемпе танлаштараймăн. Çуртра ирĕклĕ, çутă, илемлĕ. Бассейн, физиотерапи, сенсор пÿлĕмĕсем, музыка, физкультура залĕсем тунă. Сывлăха çирĕплетме, пĕлĕве ÿстерме мĕн кирли йăлтах пур. «Асамлă хулана» 300 ытла шăпăрлан çÿреме тытăнĕ.

Вĕренÿ учрежденине иртнĕ çулхи июньте тума пуçланă. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 111 млн тенкĕ. Çĕнĕ садиксем хута кайнă май черетре тăракансен йышĕ те палăрмаллах чакнă. Хальхи вăхăтра Шупашкарта виçĕ çула çитнисен хушшинче садик черетĕнче 300 ача юлнă.

Иртнĕ эрнекун Йĕпреçре те тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн «Асамат кĕперĕ» ача сачĕ ĕçлеме пуçланă.

Çывăх вăхăтра çĕнĕ садиксем Шупашкарта кăна мар, Улатăрта, Етĕрнере, Кÿкеçре, Тăвайра тата Муркашра хута каймалла. Шăпăрлансемпе ашшĕ-амăшне Çĕнĕ çул валли хаклă парне пулĕ.

Сăнÿкерчĕке Йĕпреç районĕн администраци сайтĕнчен илнĕ

Рубрика: