Новости по теме

18 Раштав, 2014

"Сывлăх", 50 /815/ №, 18. 12. 2014

о Юн тымарĕсене çирĕплетме - "ылтăн" сĕт.
о Тăпăрчă шывĕ çемçетет.
о Пăспа мĕнле сывласа сипленеççĕ?
о Ÿпке шыçсан.
о Пÿлĕмри чечекрен - фитосĕткен.
о Хĕрелнĕ куçа çума.
о Тухтăр канашĕ: "Грипп ересрен сыхланăр".
17 Раштав, 2014

Туслăх кĕперĕ çирĕплентĕр

Вăрмарсем тĕнче мĕнле «сывланине» тăван чĕлхепех вуласа пĕлесшĕн. Паян хаçат-журнала халăх хушшинче сарасси 10-15 çул каяллахипе танлаштарсан чылай кăткăсрах: информаципе паллаштаракан темĕн тĕрлĕ хатĕр те пур.

17 Раштав, 2014

Суту-илÿри вылява хăнăхма çăмăл мар

Çăкăр, çăнăх, тăвар хакĕ хальлĕхе малтанхи шайрах

Пушă енчĕкпе пасара тухма хушман. Укçа çитсе пыман çынсем паян лавкка сентрисене экскурсие тухнăн пăхса çÿреççĕ: «Хаксем хăпарнă-и?», «Мĕн чухлĕ ÿснĕ?»

17 Раштав, 2014

Ĕмĕре тăсăлмалли çулталăк

Чăваш Енре Культура çулталăкĕ республикăри культура ĕçченĕсен "Культура çулталăкĕнчен - Литература çулталăкне" пысăк форумĕпе хупăнни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл чăннипех курăмлă ĕç пулчĕ. "Культура - регионсен аталанăвĕн стратеги вăй-халĕ" "çавра сĕтел" хыççăн пленарлă ларусем секцисем çине пайланса ĕçлерĕç.

17 Раштав, 2014

Фестивальтен кăçатăпа таврăннă

Куславкка тăрăхĕнчи Хурамалти «Эткер» фольклор ушкăнĕ регионсен хушшинчи «Завалинка в валенках» фестивале хутшăннă. Вăл Коми республикинчи Выльгорт салипе Сыктывкар хулинче иртнĕ.

17 Раштав, 2014

Полицейские айăпланă

Шупашкар районĕн сучĕ полицин 42 çулти сотрудникĕ Николай Васильев тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе приговор палăртрĕ.

Васильев кăçалхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Паçпак ялĕ патĕнче, Мускав-Ĕпхÿ çул çинче, авари тунă. Çул-йĕр правилисене пăснă май çул хĕрринче тăракан А.Максимова таптанă - вилмеллех суран кÿнĕ, унăн машинине те тăрăнса арçыннăн салонри арăмне те йывăр амантнă.

Pages