Полицейские айăпланă

17 Раштав, 2014

Шупашкар районĕн сучĕ полицин 42 çулти сотрудникĕ Николай Васильев тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе приговор палăртрĕ.

Васильев кăçалхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Паçпак ялĕ патĕнче, Мускав-Ĕпхÿ çул çинче, авари тунă. Çул-йĕр правилисене пăснă май çул хĕрринче тăракан А.Максимова таптанă - вилмеллех суран кÿнĕ, унăн машинине те тăрăнса арçыннăн салонри арăмне те йывăр амантнă.

Суд Васильева 2 çул та 2 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăнчĕ, çавăн пекех унăн 2 çул транспорт хатĕрĕн рулĕ умне ларма юрамасть. Айăплав вăхăтне вăл колони-поселенире ирттерĕ.

Анатолий ИВАНОВ,

Шупашкар районĕн прокурорĕн

тивĕçĕсене пурнăçлакан

Рубрика: