Йывăç ‐ пурнăç палли
Вăрмартан Арапуç еннелле тăсăлакан асфальтлă çулпа утатăп. Пĕр енĕпе хурăн, чăрăш тата ытти йывăç ÿсет. Ăна çула хĕллехи вăхăтра юр хÿсе каясран лартнă. Шел, тĕлĕ-тĕлĕпе çап-çамрăк хурăнсене пĕр шелсĕр касса йăвантарнă. Кама мĕн тума кирлĕ пулнă вĕсем?
Акă, Арапуçне çитсе пыраспа вăрман тăрăхĕпе васкамасăртарах пыракан тĕреклĕ хул-çурăмлă арçынна асăрхарăм. Кăшт ÿпĕнерех утать. Хам паллакан-пĕлекен çынах пулса кайрĕ - Николай Никитин, темиçе теçетке çул Энĕшпуç вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕскер.