Комментари хушас

23 Авăн, 2015

Йывăç ‐ пурнăç палли

Вăрмартан Арапуç еннелле тăсăлакан асфальтлă çулпа утатăп. Пĕр енĕпе хурăн, чăрăш тата ытти йывăç ÿсет. Ăна çула хĕллехи вăхăтра юр хÿсе каясран лартнă. Шел, тĕлĕ-тĕлĕпе çап-çамрăк хурăнсене пĕр шелсĕр касса йăвантарнă. Кама мĕн тума кирлĕ пулнă вĕсем?

Акă, Арапуçне çитсе пыраспа вăрман тăрăхĕпе васкамасăртарах пыракан тĕреклĕ хул-çурăмлă арçынна асăрхарăм. Кăшт ÿпĕнерех утать. Хам паллакан-пĕлекен çынах пулса кайрĕ - Николай Никитин, темиçе теçетке çул Энĕшпуç вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕскер.

- Çакăн пек çитĕнсе те çитмен йывăçсене пĕр шелсĕр касакан çынна кам темелле-ши? Хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕр йывăç лартса курнă-ши вăл? Çук та пулĕ. Ун пек пулсан хĕрхенĕччĕ, - пăшăрханса калаçрĕ вăл. - Йывăç пурнăç палли вĕт вăл. Вăл тасатса паракан сывлăшпа сывлатпăр. Вăрман пире кăмпапа, çырлапа савăнтарать. Мунча валли милĕкне ĕнтĕ тирпейлĕ касса та хатĕрлеме пулать вĕт, йывăçа амантмасăрах.

Николай Николаевич калани мана шухăша ячĕ. Йывăç чăн та - пурнăç палли. Аса илĕр-ха, Чăваш Республикин ялавĕ çине мĕн ÿкернĕ? Гербĕ çине? Çапла çав - пурнăç йывăççи. Ахальтен-им, йăх тымарне тĕпченĕ чухне те тăвансен ячĕсене йывăç çине ÿкерсе çырса тухатпăр. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.