Чăваш Республикипе Китай Халăх Республики хушшинчи туслă çыхăну нумай енлĕ аталаннине хальтерех пирĕн тăрăха ют патшалăхран пысăк йышлă делегаци килни те аван çирĕплетет.
Пирĕн республикăра нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма е дача çурчĕ лартма çĕр лаптăкĕ уйăрасси Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи Хушăвĕпе килĕшÿллĕн кал-кал пулса пырать.
Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕнче те çакна тивĕçлисен ятарлă списокне çирĕплетнĕ. Унта ял тăрăхĕсенчи виççĕ тата унран ытларах ачаллă кил-йыша кĕртнĕ.
Маттуррисене парнесемпе хавхалантарчĕç. ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников тĕнче тата Европа ăмăртăвĕсенчен медальсемпе таврăннă спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене ятарлă стипендипе преми илмеллине ĕнентерекен сертификатсемпе чысларĕ.
Экономикăри улшăнусем — тенкĕ пĕрре йÿнелни, унтан хакланни - çынсем хушшинче пăлхану çуратать. Чылайăшĕ васкавлăн банкри укçи-тенкине илме пуçланă. Çавна май паян ир енне чылай банкомат ĕçлеме чарăннă. Мĕншĕн тата мĕн тумалла? Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕпчерĕ.
«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен» 18.12.2014
Алa айĕнчи япаласенчен - илемлĕ тетте. Тĕрлĕ вĕт-шакăр тем чухлех паянхи кун пирĕн тавра. Лавккаран туяннă чухне, тĕслĕхрен, пĕчĕк полистирол ывăссем çине продукци хурса чĕркеççĕ, пластик бутылкăсем...
Пытарма кирлĕ мар - юлашки вăхăтра чăваш сасси-юррине юратакансем 100 те 3 ФМ хумсене питĕ кăмăлласа итлеççĕ. Унта вара пĕлтĕр çеç хута кайнă «Тăван радио» хуçаланать. Çак кунсенче вăл хăйĕн пĕрремĕш менелникне паллă турĕ.