Новости по теме
Шупашкар хули Çĕнĕ Çула капăрланать
Çĕнĕ Çул çывхарать. Çакă кашни утăмрах сисĕнет. Лавккасемпе тĕрлĕ учрежденисене илемлетнĕ ĕнтĕ, Шупашкар урамĕсем те тĕрлĕ çутăсемпе ялкăшаççĕ. Уяв программи те пуян пуласса шантараççĕ.
«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»
"Сывлăх", 51 /816/ №, 25. 12. 2014
"Тантăш", 52 /4414/ №, 2014, декабрь, 25
"Хыпар" Издательство çурчĕн паянхи кăларăмĕсем
"Хыпар", 246 /26652/ №, 2014, декабрь, 25
«Хыпарçăсем», мĕншĕн суятăр?»
Çапла намăслантарчĕ сĕт сутакан
Редакцие Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси ял тăрăхĕнчи килти хуçалăхра ĕне усракан телефонпа шăнкăравларĕ. "Декабрĕн 12-мĕшĕ тĕлне пирĕн ялсенчен кашни литр сĕте 18-19 тенкĕлле йышăннă тесе "Хыпарта" пĕлтертĕр. Мĕншĕн суятăр? Пирĕн тăрăхра çав кун тĕлне 17 тенкĕлле çеç йышăннă", - терĕ вăл.
Хаçатсăр пушă чун-чĕре
Хамăр та нумай вăй хутăмăр, чунтан тăрăшрăмăр
Пиччĕшĕ ĕмĕрлĕх сусăрланнă
Вăрмар районĕнчи Хĕрлĕçырта çуралса ÿснĕ Михаил Иванович Хованский /29.10.1920/ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1942 çулхи июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче тухса кайнă. Вĕсене малтан Чулхула облаçĕнчи Арзамас çывăхĕнчи вăрманта çар ĕçне хăнăхтарнă. Каярахпа Хованский хăй те вĕрентекен йышĕнче пулнă. Унтан вĕсене фронта ăсатнă.
Михаил тăван яла çыру ярсах тăнă. Килте ашшĕ-амăшĕ, виçĕ йăмăкĕпе пĕр шăллĕ юлнă.