«Хыпарçăсем», мĕншĕн суятăр?»

25 Раштав, 2014

Çапла намăслантарчĕ сĕт сутакан

Редакцие Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси ял тăрăхĕнчи килти хуçалăхра ĕне усракан телефонпа шăнкăравларĕ. "Декабрĕн 12-мĕшĕ тĕлне пирĕн ялсенчен кашни литр сĕте 18-19 тенкĕлле йышăннă тесе "Хыпарта" пĕлтертĕр. Мĕншĕн суятăр? Пирĕн тăрăхра çав кун тĕлне 17 тенкĕлле çеç йышăннă", - терĕ вăл.

Килти хуçалăхсенчен пухакан сĕт хакĕсемпе хаçатра паллаштарнă информацире йăнăш çук. ЧР Ялхуçалăх министерстви район администрацийĕсенчен ыйтса илнĕ сводка тăрăх - раштавăн 12-мĕшĕ тĕлне Çĕрпÿ районĕнчи килти хуçалăхсенчен "Молочный двор" ООО - 19, Р.К.Каштанов - 18-19, "Универмаг", "Молочник", "Молочное дело", "Молочный цех "Октябрьский" обществăсем, А.А.Васильев, А.В.Черников, Д.М.Мухмедянов 18-шар тенкĕлле йышăннă. Çапах та ку ыйтăва Çĕрпÿ район администрацийĕн умне лартăпăр.

Декабрĕн 19-мĕшĕ тĕлне "Молочный двор", "Молочный цех "Октябрьский" обществăсем, Р.К.Каштанов, А.А.Васильев çÿлерех палăртнă хакпах йышăннă, А.В.Черников, Д.М.Мухмедянов, "Молочник", "Молочное дело" обществăсем хака 1-ер тенкĕ ÿстернĕ.

Республикăри килти хуçалăхсенчен пуçтаракан сĕтĕн вăтам хакĕнчен йÿнĕрех тÿлекенсен йышĕнче: Улатăр районĕнчи Е.А.Страхов, А.И.Красулина, Е.В.Воронцова - 16-17 тенкĕ* Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи "Молоко", Çĕрпÿ районĕнчи "Звезда" обществăсем, Октябрьски райповĕ - 17* Шăмăршă районĕнчи А.М.Сабитов - 16-17, А.Н.Кузьмина - 16,5-17, В.А.Васильев - 16,5, Н.М.Авксентьев, Ф.Азизов, Ф.С. тата Ф.Ф.Рахматулловсем, В.Кузьмин, Г.А.Новая - 17, Г.А.Ахметов - 16, А.А.Степанов, Г.Ильин, Н.Н.Хамидуллов - 17,5 тенкĕ. Шăмăршă тăрăхĕнче, ытти районта продукци пухакансен В.В.Чамеев предпринимательтен ырă тĕслĕх илмелле. Вăл кашни килограмм сĕте 23-26 тенкĕлле туянать.

Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш районĕсенче, Вăрнар тăрăхĕнчи 24 организацирен 21-шĕ 20 тенкĕлле пухнă. Сĕт хакĕ Патăрьелсен, Йĕпреçсен, Канашсен, Комсомольскисен, Шупашкар районĕсен, Çĕмĕрлесен, Елчĕксен - 18-20, Куславккасен - 18,3-19, Красноармейскисен - 19-20, Пăрачкавсен - 18-19, Вăрмарсен, Тăвайсен - 18, Етĕрнесен - 19 тенкĕ.

Республикăри тирпейлекен предприятисем декабрĕн 18-мĕшĕнче продукци сутакансенчен /ялхуçалăх организацийĕсем, фермерсем, килти хуçалăхсенчен пухакансем/ сĕтĕн кашни литрне /1-мĕш сорт/ 20,73 тенкĕлле - пĕлтĕрхи декабрĕн 19-мĕшĕнчи кăтартуран 37 пус йÿнĕрех - йышăннă. Продукци пуçтаракансем кăçалхи сентябрь-декабрь уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав хушăринчен сахалрах тÿленĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Рубрика: