Пиччĕшĕ ĕмĕрлĕх сусăрланнă

24 Раштав, 2014

Вăрмар районĕнчи Хĕрлĕçырта çуралса ÿснĕ Михаил Иванович Хованский /29.10.1920/ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1942 çулхи июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче тухса кайнă. Вĕсене малтан Чулхула облаçĕнчи Арзамас çывăхĕнчи вăрманта çар ĕçне хăнăхтарнă. Каярахпа Хованский хăй те вĕрентекен йышĕнче пулнă. Унтан вĕсене фронта ăсатнă.

Михаил тăван яла çыру ярсах тăнă. Килте ашшĕ-амăшĕ, виçĕ йăмăкĕпе пĕр шăллĕ юлнă.

1943 çулхи апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче тăванĕсем патне çырнă çырăвне яма ĕлкĕреймен - çапăçăва кĕнĕ. Виç кĕтеслĕн хутлатса чикнĕ хут листи çине урлă майпа: «Хованские амантнă, ура тупанĕ арканнă», - тесе паллă тунă.

Ăна çапăçу хирĕнчен Чулхула облаçĕнчи Бутырлинский районĕн çынни Красноглазов йăтса тухнă, санчаçе илсе çитернĕ. Çакăн çинчен Хованский тăванĕсене пĕлтермешкĕн вăхăт пулман юлташĕн, аманнă Михаилăн çырăвне ярса хăварнă та малалла васканă. Госпитальте выртнă хыççăн ăна Томск хулине сывалма куçарнă. Тăван яла сулахай урасăр таврăннă.

Вăрçă суранне пăхмасăр вăл хуçалăха пулăшма тăрăшнă, платникре ĕçленĕ. Ольга Петровнăпа пĕрлешсе пилĕк ача пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

 

«Пĕрмаях сире аса илетĕп...»

1943 çулхи апрель уйăхĕн 13-мĕшĕ.

Атте-анне, шăллăмпа йăмăксем, сире пурне те Мăнкун праçникĕ ячĕпе салам яратăп.

Вăхăт пурпĕрех иртмест тесе çыру çырас терĕм. Сывлăх чаплах мар, анчах чăтма пулать. Малашне лайăхланĕ. Суранран ытларах пĕр майлă выртнине тÿсме кансĕр, çурăм ыратать. Урăх ниепле те май çук. Суранлă çак вырăна ирттерсе яма чăтăмлăх çиттĕрччĕ ĕнтĕ.

Анне, пире кунтан илсе каяççĕ.

Сывă юлатăп, сире те сывлăхлă пулма сунатăп.

Сирĕн ывăлу Миша.

 

1943 çулхи май уйăхĕн 13-мĕшĕ.

...Суранăм çинчен кăштах та пулин манас тесе çыру çыратăп. Питĕ йывăр суранлă çак вăхăта тÿссе ирттерме. 20 кун хыçа юлчĕ пулин те улшăну çукрах. Суранĕнчен ытла выртса тăрайманни пĕтерет. Хам тĕллĕн çÿрейменнипе аяксем ыратаççĕ. Тепĕр 2-3 уйăхран костыльпе утма пулĕ-ши? Кун пек май килсен те суран хускалĕ. Çавăнпа чылай выртма тивет.

Тÿрленсе тухсан юрăхсăрах пулмăп-ха. Пурпĕрех чунăм хурланать. Сывă юлнăшăн савăнатăп. Кунта манран юрăхсăртараххисем те нумай...

Сирĕн ывăлу Миша.

 

1943 çулхи май уйăхĕн 27-мĕшĕ.

...Ку çырăва хам адреса кăтартмасăр яратăп, мĕншĕн тесен пире паян-ыран илсе каяççĕ. Сирĕнтен хыпар кĕтсе тунсăхлатăп. Чипер сывалса тухсан курса сăмахлама вăхăт пулĕ-ха. Халĕ кăшт лара-тăра пуçларăм. Ыратни çÿренĕ чухне сисĕнсех каймасть, анчах ура чĕтрет, вăй пĕтнĕ пек пулать.

...Пĕрмаях сире аса илетĕп, тĕлĕкре те куратăп, Данил та курăнать.

Сывă пулăр, эпĕ те сывă юлатăп.

Сирĕн ывăлу Миша.

Новости по теме