Йышлă ачаллисене - çĕр лаптăкĕ

19 Раштав, 2014

Пирĕн республикăра нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма е дача çурчĕ лартма çĕр лаптăкĕ уйăрасси Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи Хушăвĕпе килĕшÿллĕн кал-кал пулса пырать.

Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕнче те çакна тивĕçлисен ятарлă списокне çирĕплетнĕ. Унта ял тăрăхĕсенчи виççĕ тата унран ытларах ачаллă кил-йыша кĕртнĕ.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров вĕсенчен тăваттăшне пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрнине пĕлтерекен сертификат панă. Телейлисен йышĕнче - Хĕрлĕ Чутай салинчи 5 ачана тĕрĕс воспитани парса ÿстерекен Зоя Михайловнăпа Олег Иванович Коршуновсем, виçĕ ачаллă Ирина Валерьевнăпа Олег Николаевич Чубайкинсен туслă çемйи.

Çак сертификатах Ишеккассинчи Валентина Николаевнăпа Евгений Валентинович Плисовсен тата Енкĕлтри Надежда Николаевнăпа Михаил Иванович Федоровсен çемйисем те тивĕçнĕ.

А.СТЕПНОВ

Рубрика: