Туслăх кĕперĕ çирĕплентĕр

17 Раштав, 2014

Вăрмарсем тĕнче мĕнле «сывланине» тăван чĕлхепех вуласа пĕлесшĕн. Паян хаçат-журнала халăх хушшинче сарасси 10-15 çул каяллахипе танлаштарсан чылай кăткăсрах: информаципе паллаштаракан темĕн тĕрлĕ хатĕр те пур. Çапах та куллен полиграфи кăларăмĕн страницисене чаштăртаттарса хыпар-хăнар пĕлме кăмăллакансем сахал мар-ха. Вĕсене мĕн кăсăклантарнине çырса кăтартакан хаçат е журнал хăйĕн аудиторине çав-çавах тупĕ эппин. Çак шухăша асра тытса декабрĕн 16-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсен десанчĕ вулаканăмăрсемпе тĕл пулас, çĕнĕ туссем тупас тĕллевпе черетлĕ çулçÿреве тухрĕ. Хальхинче Вăрмар тăрăхне çитсе курас терĕмĕр.

Тĕлпулăва районти культурăпа кану центрĕнче ирттерме палăртнăччĕ. Эпир пынă вăхăтра фойере вырăнти почтальонсем хăйсен ĕçне пуçăннăччĕ те ĕнтĕ - черет тăрсах хаçат-журнал çырăнакансене курсан, тунмастпăр, хĕпĕртерĕмĕр. Эппин, пурнăç епле хĕсĕнсен те «чун апачĕсĕр» юласшăн мар-ха чăваш çынни, тĕнче мĕнле «сывланине» тăван чĕлхепех вуласа пĕлесшĕн, «Хыпар» çемйинчи кăларăмсем тĕрĕссине çырнине шанать вăл.

Кăнтăрлаччен пухăнтăмăр пулин те - залра çын самаях. Кун пек чухне калаçу ăшпиллĕн çыхăнса пырассине малтанах туятăн. Акă Вăрмар районĕн администраци пуçлăхĕ Константин Никитин сăмах илчĕ. Хăйсен хутлăхĕнче юлашки вăхăтра пулса иртнĕ ырă улшăнусемпе паллаштарчĕ.

- Ачасем йышланни - пуласлăх палли. Тин кăна çĕнĕ садик уçрăмăр - Çĕнĕ çул умĕн мĕн чухлĕ ашшĕ-амăшĕшĕн чăн-чăн парне пулчĕ вăл! - терĕ Константин Владимирович малашне те район аталанăвĕшĕн пуçаруллăн ĕçлес тĕллевне палăртса.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валерий Туркай пухăннă çынсен умĕнче уççăн палăртрĕ:

- Çĕршывра, республикăра - кирек ăçта та - çитменлĕхсем çук мар, пур. Вĕсем çинчен кăна калаçсан хĕвел те çутă мар, юр та шурă мар... Тусăмăрсем, ырри те сахал мар-çке: çуртсем çĕкленеççĕ, урамсем илемленсех пыраççĕ, çамрăксем çемье чăмăртаççĕ... Шуррине шурă темех хăнăхар-ха. Йывăрлăхсем сиксе тухсан пĕр-пĕрне пулăшма ÿркенер мар, - вулакансен чĕрине витерме тăрăшрĕ Чăваш халăх поэчĕ.

Хăнана пушă алăпа çÿремеççĕ - Валерий Владимирович парнеленĕ кĕнекесем хăйсен вулаканĕсене тупасси иккĕлентермест.

Издательство çурчĕн ертÿçин çумĕ Сергей Павлов та куçа-куçăн тĕлпулăва пушă алăпа килмен: «Хресчен сасси» хаçатăн çĕнĕ номерĕнче пулмалли страницăсене вулаканпа пĕрле тишкерме шут тытнă вăл. Вĕсенче вырнаçтарнă материалсенче - пурăнма хавхалантаракан мĕн чухлĕ ырă тĕслĕх! Вăрмар районĕнче асăннă хаçата 1600 килте хăйсем тĕллĕн çырăнса илнине пĕлтерчĕ Сергей Лукиянович. Туслăх çирĕпленсех пырасса, вулакансен йышĕ килес çул та чакмасса ĕненет вăл.

Çакнашкал курнăçăва хаçатçăсем пĕччен-иккĕн мар, ушкăнпах килсе çитни мĕнпе паха? «Хыпар» Издательство çурчĕн тытăмĕнче паян - 16 кăларăм. Вĕсен хушшинче пĕр-пĕрне евĕрлекенни çук, вулакансем патне хывакан çулĕ - кашнин уйрăм. Çавăнпах вăл е ку хаçата кун çути паракан журналистсен вулакана е пулас вулакана каламалли сăмахĕ те - хăйне евĕр. Ахальтен мар Вăрмарсем «Çамрăксен хаçачĕн», «Самант», «Капкăн», «Тетте» журналсен, «Тантăш» хаçатăн шеф-редакторĕсен Дмитрий Моисеевăн, Владимир Степановăн, Николай Петров-Ишентейĕн, Владимир Федоровăн, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра чылайранпа ĕçлекен калем ăстин Марина Тумалановăн, «Хыпар» хаçата кăсăклă материалсемпе пуянлатасшăн тăрăшакан Роза Власовăн, Валентина Багадеровăн, Римма Прокопьевăн, Ирина Ивановăн калаçăвне те тимлĕн итлерĕç. Залра ларакансем тĕлпулу вĕçĕнче хăйсем килĕштерсе вулакан материалсен авторĕсем патне уйрăммăн пырса тав турĕç. Пирĕншĕн, журналистсемшĕн, çакăнтан пысăкрах чыс-хисеп урăх çук.

Вăрмарсем ĕçтешсен пысăк ушкăнне хăйсен тăрăхне çитсе ăшпиллĕ тĕлпулу йĕркеленĕшĕн тав турĕç. Паллă та сумлă журналист, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Васильев, пултаруллă таврапĕлÿçĕ тата педагог, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Цыфаркин - пирĕн штатра тăман корреспондентсем - пирĕнпе çыхăну тытасса шантарчĕç. Тĕлпулăва малалла тăсса культура керменĕн сцени çинче Алина Михайлова /Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнче çуралнă/ тата Александр Ильин юрăçсем халăха савăнтарчĕç.

Шупашкара таврăнас умĕн Вăрмарти почтамт ĕçченĕсем ырă хыпар пĕлтерчĕç: Вăрмарти тĕлпулу вăхăтĕнче «Хыпар» хаçата 43 çын çырăннă, «Хресчен сасси», Тантăш» хаçатсене, «Тетте», «Самант» журналсене малашне илсе тăма кăмăллакансем те тупăннă.

«Хыпар» Издательство çурчĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕлпулăва йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Вăрмар район пуçлăхне Михаил Пуклакова, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхне Константин Никитина, ЧР Транспорт министрĕн заместительне Александр Степанова, Вăрмар почтамчĕн пуçлăхне Сергей Риманова тав тăвать.

Ирина ПУШКИНА

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: