Чăваш хĕрĕсем марафон чупма çуралнă
Çирĕплетет вуншар ăмăрту çĕнтерÿçи Лидия Григорьева. «Ăмăртура медаль çĕнсе илме шанăç яланах пур. Малта пыраканах кая юлма, хыçалти пĕрремĕш тухма пултарать», - терĕ спорт карьерине вĕçлесе нумаях пулмасть тренер ĕçне пуçăннă паллă спортсменка.
Йĕпреç районĕнчи Смычка поселокĕнче çуралса ÿснĕскер спортпа ача чухнех туслашнă - хăйĕнчен тăватă çул аслă аппăшĕнчен тĕслĕх илнĕ. Лидия Григорьевăн аппăшĕ - РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, марафон чупас енĕпе Раççей тата Европа кубокĕсен çĕнтерÿçи, тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕ Ирина Тимофеева /1970/. Тольятти хулинче пурăнаканскер 2008 çулта Олимп вăййисене хутшăннă, 7-мĕш вырăн йышăннă. «Спортсменка пулнă май вăл тĕрлĕ хулана тухса çÿретчĕ, вĕсем çинчен каласа кăтартатчĕ. Эпĕ унта кайса курма питĕ ĕмĕтленеттĕм», - каласа кăтартать халĕ хăй таçта та пулса курнă марафонçă. Çак ĕмĕт-шухăшах ăна инçетри хулана илсе çитернĕ, унтах вăл спортри пĕрремĕш утăмĕсене тунă. Малтанлăха хĕр кĕске дистанцисене чупнă. Хăй вăхăтĕнче Лидия Николаевна республика рекордне те çĕнетнĕ, Чăваш Ен чемпионкин ятне тивĕçнĕ.1998 çулта вăл пысăк спортра палăрма пуçланă - çĕршыв тата СНГ чемпионачĕсенче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Каярах аппăшĕ пекех вăрăм дистанцисенче вăй виçме тытăннă. 1992 çулта СНГ турнирĕнче çурма марафон чупса Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Тепĕр тапхăртан çĕршыв ăмăртăвĕнче 10 пин метрлă дистанцире бронза медаль çĕнсе илет. 1997 çулта Лидия Адлерта тата Кисловодскра иртнĕ çĕршыв чемпионачĕсенче çĕнтернĕ хыççăн тăван ене таврăнать. Кунта çамрăк спортменкăна РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Юрий Егоров хăйĕн хÿттине илет.
Лидия Николаевна Чăваш Ен чысне Олимп вăййисенче икĕ хут /2000, 2004/ хÿтĕленĕ. «Иккĕшĕнче те хамăн юратнă дистанцире - 10 пин метр - тупăшрăм, анчах, шел те, мала тухаймарăм. Çапах та Олимп тÿпине хăпарса курма май пулнăшăн савăнатăп. Олимпиада - кашни спортсменăн ĕмĕчĕ», - хĕпĕртенине пытармарĕ спортăн тĕнче класлă мастерĕ. Олимпиадăпа хавхаланнă спортсменка марафон турнирĕсене хутшăнать. Вăл - Пĕтĕм тĕнче марафонĕсенче 4 хут çĕнтернĕ /2005-2008, Париж, Лос-Анджелес, Бостон, Чикаго/. 2005 çултанпа пирĕн мухтавлă ентеш темиçе çул тĕнчери чи лайăх чупакан 20 спортсмен йышĕнче пулнă.
- Марафон чупма çăмăл мар пулĕ? - кăсăклантăм эпĕ.
- Эпĕ йывăрлăха чăтма пултаракан çын, çавăнпа мала тухас тĕллевпе пĕтĕм вăй-халтан малалла талпăнаттăм. Мĕнле хатĕрленнинчен нумай килет. Чупма юрататăп эпĕ. Паян та пĕр куна та темиçе çухрăм чупмасăр ирттерместĕп, - тет Лидия Николаевна.
Хальхи вăхăтра паллă спортсменка мăшăрĕпе, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕпе, Валерий Григорьевпа пĕрле Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче ĕçлет. Тренер /иккĕмĕш çул кăна-ха/ патĕнче икĕ çамрăк - хĕрпе каччă - ăсталăха туптаççĕ. Вăл каланă тăрăх - вĕсем питĕ пултаруллă та тăрăшуллă, тĕрлĕ ăмăртура палăрма та ĕлкĕрнĕ. «Спорт çынна çамрăклатать, уйрăмах хĕрарăмсене. Пикесен хăва пек кĕлеткеллĕ пулас тесен чупмалла, сывлăхшăн питĕ усăллă», - паллă спортсменкăн сĕнĕвĕ пирĕн вулакансемшĕн те усăллă пулĕ тетĕп.
Андрей МИХАЙЛОВ