Электронлă çырăнтару çинчен

9 Раштав, 2014

"Хыпара" тата "Çамрăксен хаçатне" электронлă майпа çырăнсан хут çине пичетленĕ хаçатсем вырăнне сирĕн патăра вĕсен электронлă версийĕ пырса тăрĕ. Кĕскен - пичет кăларăмĕ тухнă кун хăвăрăн электронлă почтăра кăларăмăн виртуаллă версине PDF форматра уçса вулаятăр. Сирĕн компьютерăн, ноутбукăн, нетбукăн, планшетăн е тата смартфонăн экранĕнче хут çинче пичетленнĕ хаçатах курăнĕ. Вăл текст тĕлĕшĕнчен те, калăплав енĕпе те почтальон валеçекеннинчен уйрăлса тăмасть.

"Хыпарпа" "Çамрăксен хаçатне" электронлă майпа çырăнмашкăн хăвăршăн меллĕ меслете суйлăр:

1. Пирĕн сайтра - hypar.ru - "çырăнтару" пайра заявка хăварма пултаратăр. Пирĕн ĕçченсем сирĕнпе çыхăнĕç. Укçа тÿлемелли счета факспа е электронлă почтăпа ярса парĕç. Ăна кирек мĕнле банкра та тÿлеме пулать, квитанци копине редакцие 28-83-70 факспа е hyparkd@mail.ru электронлă почтăпа ярса пама çеç ан манăр.

2. Редакцие килсе çырăнма май пур. Адресĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 316-мĕш пÿлĕм.

3. Хаçатăн электронлă версине банк урлă çырăнса редакцие квитанци копине ярса пама пулать. Банк реквизичĕсем: АУ “Издательский дом “Хыпар” Мининформполитики Чувашии, л/с 30266А00031 , ИНН 2130075064, КПП 213001001, Банк Отделение-НБ Чувашская Республика г. Чебоксары, р/с № 40601810000003000001, БИК 049706001,  КБК 87000000000000000130

4. Яндекс-укçа /Яндекс-деньги/ тÿлев тытăмĕ урлă. Электронлă енчĕк номерĕ: 410012154010810.

Ан манăр: хаçатăн электронлă версине сирĕн патăра ярса памашкăн хăвăрăн электронлă почта адресне палăртăр!

 

Электронлă çырăнтару мĕншĕн меллĕрех?

  • Укçăра перекетлетĕр. Электронлă çырăнтару хакĕ почта урлă илсе тăнинчен 8 хут йÿнĕрех. "Хыпар" хаçата 2014 çулăн II çурринче почтальонран илсе тăрас тесен 744 тенкĕ те 12 пус кăларса хума тивет. Электронлă версине çур çуллăха çырăнма - 90 тенкĕ кăна. 654 тенкĕ перекетлесе эсир Чăваш радиовне итлеме приемник туянма пултаратăр. "Çамрăксен хаçатне" почта урлă илсе тăма 375 тенкĕ кирлĕ. Электронлă версине эрне кунсерен çур çул вулама - 50 тенкĕ. Перекет - 325 тенкĕ! Ку укçапа кил хуçи - кĕпе, мăшăрĕ çÿç типĕтмелли фен туянма пултарать. Ачана парне тăвас тесен те нумай шухăшламалла мар - чаплă энциклопеди илеетĕр.
  • Почтальона кĕтсе хăшкăлмăр. Мĕн пытармалли: чылай тăрăхра хаçата е каçхине, е тепĕр кунхине çеç пырса параççĕ. Электронлă верси вара хаçат тухнă кун ир-ирех сирĕн электронлă почтăра пулĕ.
  • Хаçата электронлă майпа тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнче те илсе тăма пулать. Халĕ çĕнĕ номер аякри йăхташăмăрсем патне пĕр эрнерен кăна çитет. Электронлă верси вара - çав кунах.
  • Эсир тинĕс хĕрринче хĕвелпе пиçĕхетĕр-и, командировкăна каятăр-и, çул çÿреве тухатăр-и?.. Хаçатăн электронлă версине кирек ăçта та вулама пулать.
  • Килĕшнĕ статьясене хут çинчен вулас тесен ăна принтерпа хăвăра кирлĕ чухлĕ пичетлеме пултаратăр.
  • Хаçат номерĕсем нихăçан та çухалмĕç - хăвăра килĕшнĕ интервью-очерка темĕн чухлĕ вăхăт иртсен те электронлă почтăна уçса тупса вулама меллĕ.

 

Электронлă çырăнтарăвăн çитменлĕхĕ пур-и?

  • Вăл - пĕртен пĕрре. Хаçат хутне чăштăртаттарма май çук.

"Хыпарпа" "Çамрăксен хаçатне" электронлă майпа çырăнас тетĕр-и? Эппин, виртуаллă тĕнчере сире хапăл туса кĕтетпĕр!

Заявка