Йÿнĕлле çырăнма васкăр!

3 Нарăс, 2015

Хаçат-журнала 2015 çулăн иккĕмĕш çурринче илсе тăмашкăн февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 31-мĕшĕччен иртнĕ çур çулти хаксемпе çырăнтару иртет. Çак тапхăрта "Хыпар" Издательство çурчĕн пур кăларăмне те йÿнĕрех хакпа çырăнма пулать.

*Июлĕн 1-мĕшĕнчен "Хыпар-шăматкун" хаçат "Хыпар-эрнекун" ятпа тухма пуçлать.

** "Хресчен сасси - Кил" иккĕмĕш çур çулта уйрăммăн пичетленмест. Малашне "Хресчен сасси" хаçат эрнере пĕр хутчен 8 страницăпа вулакан патне çитĕ.