Çырăнтару - 2015

3 Нарăс, 2015

Йÿнĕлле çырăнма васкăр!

Хаçат-журнала 2015 çулăн иккĕмĕш çурринче илсе тăмашкăн февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 31-мĕшĕччен иртнĕ çур çулти хаксемпе çырăнтару иртет. Çак тапхăрта "Хыпар" Издательство çурчĕн пур кăларăмне те йÿнĕрех хакпа çырăнма пулать.

*Июлĕн 1-мĕшĕнчен "Хыпар-шăматкун" хаçат "Хыпар-эрнекун" ятпа тухма пуçлать.

** "Хресчен сасси - Кил" иккĕмĕш çур çулта уйрăммăн пичетленмест. Малашне "Хресчен сасси" хаçат эрнере пĕр хутчен 8 страницăпа вулакан патне çитĕ.

9 Раштав, 2014

Электронлă çырăнтару çинчен

"Хыпара" тата "Çамрăксен хаçатне" электронлă майпа çырăнсан хут çине пичетленĕ хаçатсем вырăнне сирĕн патăра вĕсен электронлă версийĕ пырса тăрĕ. Кĕскен - пичет кăларăмĕ тухнă кун хăвăрăн электронлă почтăра кăларăмăн виртуаллă версине PDF форматра уçса вулаятăр. Сирĕн компьютерăн, ноутбукăн, нетбукăн, планшетăн е тата смартфонăн экранĕнче хут çинче пичетленнĕ хаçатах курăнĕ. Вăл текст тĕлĕшĕнчен те, калăплав енĕпе те почтальон валеçекеннинчен уйрăлса тăмасть.

"Хыпарпа" "Çамрăксен хаçатне" электронлă майпа çырăнмашкăн хăвăршăн меллĕ меслете суйлăр:

9 Раштав, 2014

«Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ»: электронлă çырăнтару

2015 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕ валли «Хыпара», «Çамрăксен хаçатне» электронлă мелпе çырăнса илме пулать.

Çурçуллăх хак: «Хыпар» - 90 тенкĕ,

«Çамрăксен хаçачĕ» - 50 тенкĕ.

15 Чÿк, 2014

Петр БЛИНОВ: «Хыпар» хаçат çырăнни - чăвашлăха упрани

Елчĕк почтамчĕн пуçлăхĕ Петр БЛИНОВ - ăслă та анлă тавракурăмлă çын. Пурнăçĕ тăршшĕпех халăхпа тачă çыхăну тытса ĕçлекенскер пĕтĕм йывăрлăха унпа пĕрле чăтса ирттерет, савăнăçне те çынсемпех пайлать. Петр Александрович кашни çĕнĕ куна хаçат-журналпа паллашнинчен пуçлать.

Pages