Галабурда айăпне йышăннă

16 Раштав, 2014

Шупашкар районĕн сучĕ «Акашевская» кайăк-кĕшĕк фабрики» ОООн уйрăм «Атлашевская» подразделенийĕн управляющийĕ Вадим Галабурда тĕлĕшпе приговор палăртнă. Ăна налук тÿлемелли укçана пытарса хăварнăшăн УК 199.2 статйипе айăпланă.

Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - «Атлашевская» кайăк-кĕшĕк фабрики» агрофирма» ОООн ĕç тăвакан директорĕнче ĕçленĕ май Галабурда предприятин пĕтĕм финанспа хуçалăх ĕç-хĕлне ертсе пынă. Пĕлтĕрхи май уйăхĕн вĕçĕнчен тытăнса 2014 çул пуçламăшĕччен вăл предприятин налук парăмĕсене шыраса илмелли укçине, пĕтĕмпе 51 млн яхăн тенке, пытарнине çирĕплетнĕ.

Пуçлăх хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Сиене саплаштарнине шута илнĕ май суд ăна 300 пин тенкĕлĕх штрафланă. Чăн та, айăплав саккунлă вăя кĕмен-ха.

К.НИКОЛАЕВ

Автор: