Волков каллех суд умне тăнă
16 Dec, 2014 | Пулса иртни

Канаш районĕн сучĕ хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх университечĕн Канашри филиалне ертсе пынă Борис Волкова каллех айăпланă. Ку хутĕнче те - взятка илнĕшĕн, должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн.

Уголовлă ĕçе Следстви комитечĕн Канашри пайĕ тĕпченĕ. Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - 2012-2013 çулсенче Волков хăй ертсе пыракан филиалăн çичĕ студенткинчен саккуна пăсса укçа илнĕ - пĕтĕмпе 98 пин тенкĕ. Паллах, çамрăксем ăна çапла ытахальтен «хавхалантарман», ку студенткăсемшĕн аслă шкула ăнăçлă вĕçлемелли услови пулнă. Директор пĕрин зачеткине пĕлĕве тĕрĕслемесĕрех икĕ предметпа зачет тытнине ĕнентерекен паллăсем лартса панă. Улттăшне диплом умĕнхи практика отчечĕсене хатĕрлеме пулăшнă - чăннипе практикăра пулмасăрах.

Çийĕнчен çиччĕшне те вуза пĕтернĕ чухне çыракан квалификаци ĕçĕсене хатĕрлеме пулăшнă. Тепĕр тесен мĕн пулăшни ĕнтĕ - унччен вĕренсе тухнă çамрăксен диплом ĕçĕсен копийĕсене кăна панă. Директор çапла «тĕрев панине» кура хĕрсем çав ĕçсене университетăн аттестаци комиссийĕ умĕнче ăнăçлă хÿтĕленĕ. Комисси членĕсем хирĕçлеймен ахăртне: вăйра тăракан нормăсемпе килĕшÿллĕн экземенаторсен пĕр кунра 12-рен ытла мар студент пĕлĕвне тĕрĕслемелле, ку тĕслĕхре вара пĕлтĕрхи январĕн 30-31-мĕшĕсенче 90 /!/ студента диплом ĕçĕсене хÿтĕлеттерме пултарнă.

Суд Волкова 3,5 млн тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Çавăн пекех филиалăн экс-директорĕн 3,5 çул преподавательте ĕçлеме юрамасть.

Палăртса хăварни вырăнлă: саккунлă вăя кĕрсе ĕлкĕреймен çак приговор - унчченхи айăплавпа пĕтĕçтерсе палăртнăскер. Аса илтерер: кăçалхи апрельте те Волкова взяткăшăн, должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн айăпланăччĕ. Ун чухне студентсенчен зачетсемпе экзаменсемшĕн, диплом ĕçĕсемшĕн вăл 400 пин тенкĕ ытла «хырçă» пухнине палăртнăччĕ.

Н.КОНОВАЛОВ

Н.КОНОВАЛОВ