Сĕтшĕн тĕрлĕрен тÿлеççĕ. Мĕншĕн?

16 Раштав, 2014

Елчĕк районĕнчи килти хуçалăхра темиçе ĕне усракан Петр Васильев «Хыпар» редакцине телефонпа шăнкăравларĕ. Ял çыннисенчен пухакан сĕте мĕн хакпа йышăннине хаçатра вуласа пĕлсе тăраканскер: «Элĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай районĕсемпе танлаштарсан Елчĕк, Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенче пуçтаракансем мĕншĕн йÿнĕрех тÿлеççĕ?» - тесе ыйтрĕ.

 Райадминистрацисенчен пĕлтернĕ тăрăх - декабрĕн 12-мĕшĕ тĕлне килти хуçалăхсенчен сĕтĕн кашни литрне çак хакпа йышăннă: Улатăр - 16-17, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай - 20, Патăрьел - 17-19, Вăрнар - 19-20, Йĕпреç, Канаш, Çĕмĕрле, Шупашкар районĕ - 18-20, Куславкка - 18,3-19, Комсомольски - 17,5-19, Сĕнтĕрвăрри - 17, Муркаш, Етĕрне, Красноармейски - 19, Пăрачкав, Çĕрпÿ - 18-19, Шăмăршă - 16-26, Елчĕк - 15-19, Тăвай, Вăрмар - 18 тенкĕ. 

ЧР Ялхуçалăх министерстви декабрĕн 12-мĕшĕ тĕлне райадминистрацисенчен илнĕ информаци тăрăх - Елчĕк енри сĕт пуçтаракансем кашни килограма çак хакпа йышăннă: В.П.Смирнов, «Парус» ООО, А.В.Тябуков, «Молочный двор - Канаш» ООО, Т.А.Сорокина, Т.В.Грибова, В.И.Савастьянов, Н.В.Смирнова, Н.В.Максимов, Н.В.Смирнов, А.Р.Казаков, Л.М.Разумова - 18, А.А.Гаврилов, «Санти» - ООО - 18-18,5, «Эмметево», В.Г.Охотина, В.В.Григорьев, «Рассвет» ЯХПК - 19, «Вурнары завод СОМ» - ООО - 18,5-19, В.И.Московский - 15, Н.Л.Кондратьев, В.М.Лисов, «Комбайн» ЯХПК - 18,5 тенкĕлле.

Асăннă кун тĕлне Элĕк, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи продукци пуçтаракан - 13 тата 8 организаци, Вăрнар тăрăхĕнчи юридици тытăмĕн тата уйрăм çыннăн 24 предприятийĕ /3-шĕн хакĕ - 19-20/ кашни литра 20 тенкĕлле йышăннă.

Редакцие телефонпа шăнкăравлакан ыйтăва тĕрĕс лартать. Таблицăран Патăрьел, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Улатăр, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Тăвай районĕсен те Элĕксен, Хĕрлĕ Чутайсен, Вăрнарсен кăтартăвĕнчен пĕчĕкреххине куратпăр.

Хаçат вулакан ыйтăвне Елчĕк райадминистрацийĕн специалисчĕ Ирина Горшкова хуравлать: «Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар районĕсенчи, юнашар тăрăхри ялсенчен Вăрнарти типĕ сĕт хатĕрлекен предприятие, Етĕрнери сĕт-çу заводне продукци турттаракансен çулĕ пĕр мар. Елчĕксен продукцине автотранспортпа илсе çитерме темиçе хут нумайрах каяççĕ. Иккĕмĕш сăлтава та шута илме тивет. Пирĕн пуçтарнă продукцие сивĕтмелли пункт çук. Ăна тусан тÿрех заводсене ăсатăпăр. Ĕçе кĕртсен сутлăх хака витĕм кÿме çăмăлрах. Паян Комсомольскинчи, Патăрьелти, Пăвари пунктсене турттараççĕ. Елчĕксен сĕчĕн хакне пирĕн район çыннисем мар, вĕсен харпăрлăхçисем палăртаççĕ. Çавăнпа вĕсене витĕм кÿме йывăр.

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килти хуçалăхсенчен пухакан сĕт пахалăхне ÿстерме чĕнсе каларĕ. «Çак тĕллеве пурнăçласан çеç продукци тупăш ытларах парĕ», - терĕ. Кун пирки мĕн калатăр?

- Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем, ветспециалистсем сĕт пахалăхĕпе çыхăннă ыйтăва кашни информаци кунĕнчех хускатаççĕ. Юлашки çулсенче ку енĕпе ĕç малалла кайрĕ. Килти хуçалăхсенчен нумайăшĕ ĕне сумалли аппарат туяннă, çанталăк ăшă тăнă чух сĕте сивĕтмĕшре тытаççĕ. Продукцие çуркунне-çулла ирĕн-каçăн пухаççĕ. Унăн пахалăхне ветспециалистсене тĕрĕслеттереççĕ. Кăçал килти хуçалăхран панă сĕте шыв хушнă тĕслĕхе тупса палăртрĕç, «кукăр алăллине» асăрхаттарчĕç. Усал хыпар ялтан яла кайрĕ. Кун пекки урăх ан пултăр.

Шăмăршă районĕнчи килти хуçалăхсем те Элĕксемпе, Вăрнарсемпе е Хĕрлĕ Чутайсемпе танлаштарсан сĕтрен сахалрах ĕçлесе илеççĕ. Кашни литртан Г.А.Ахметов - 16, А.Н.Кузьминапа А.М.Сабитов - 16-17, В.А.Васильев - 16,5, Н.М.Авксентьев, Ф.Азизов, Ф.Ф. тата Ф.С.Рахматулловсем, Г.А.Новая - 17, А.А.Степанов, Г.Ильин, Н.Н.Хамидуллов 17,5 тенкĕлле çеç йышăнаççĕ. «Агро-Сервис» ООО - 18,5, Р.Р.Хамидуллина 17-20 тенкĕлле пухаççĕ. Çав вăхăтрах «Агроинфоком» ООО - 26, В.В.Чамеев 23 тенкĕ тÿлеççĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи хак та ял-йыша тивĕçтермест: 17 тенкĕ кăна. Вăрмартинчен пĕр тенкĕ йÿнереххине çул вăрăмĕшĕпе ăнлантармалла мар ĕнтĕ. Вăрмарсем тирпейлекен предприятисенчен инçерех те вырнаçнă. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче 3 организаци çеç сĕт пухать. Вĕсен хушшинче конкуренци çукпа пĕрех. Ку - продукцие тивĕçлипе хакламаннин тĕп сăлтавĕ.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Рубрика: