Культура çулталăкĕнчен - К.В.Иванов çулталăкне, е «чун инженерĕсем» пире мĕнпе хавхалантарĕç?
16 Dec, 2014 | Культура

Январĕн варринче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Культура çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçни халĕ те куç умĕнчех-ха. Акă çулталăк вĕçленчĕ те. Кĕçех вăл та историе юлĕ. Çавна май ĕнер тĕп хулари «Mega Galaxy» культурăпа кану центрĕнче Чăваш Енри культура ĕçченĕсен пысăк форумĕ иртрĕ. Çак тапхăрта мĕн тунине пĕтĕмлетмелли, палăртнă тĕллевсене пахаламалли самант пулчĕ темелле вăл. Мĕнпе асра юлĕ кăмăл-сипетпе чун апатне хатĕрлекенсен çулĕ? «Чун инженерĕсен» çулталăкĕнчен мĕн кĕтетпĕр?

Форума 400 яхăн хăна хутшăнчĕ, вĕсен йышĕнче - Мускаври Национальноçсен çурчĕн, федерацин Атăлçи округĕнчи субъекчĕсен яваплă çыннисем, тăван республикăри культура ĕçченĕсем, Раççейри тата чикĕ леш енчи экспертсем...

Республикăри культура пулăмĕсен сеть марафонĕн хÿттипе йĕркеленĕ сумлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет ертÿçи, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет ертÿçи Петр Краснов хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев форума пуçтарăннисене саламланă май Культура çулталăкĕнчи тĕп ĕçсем çинчен чарăнса тăчĕ. «Пĕтĕм ĕçе хаклас-тăк - палăртнă тĕллевсене пурнăçланă, - терĕ вăл. - Культура çулталăкĕнче пĕрремĕш вырăнта çынпа, çемьепе çыхăннă пахалăхсем пулчĕç. Малашне те çаплах пулĕ. Культура çулталăкĕ çакăнпа вĕçленмест. Чăвашсем авалтанпах хăйевĕрлĕхне, йăли-йĕркине сыхласа хăварас тĕлĕшпе палăрса тăнă. Культурăсăр халăх та, çĕршыв та пулмасть...»

Михаил Васильевич республикăра культура ĕçченĕн статусне çĕклес тĕлĕшпе тăвакан ĕçсене палăртрĕ. Патшалăх ку енĕпе сахал мар тăрăшать. Кашнийĕ хăйĕн вăйне, пултарулăхне, ăсталăхне кăтартсан, вĕсемпе туллин усă курсан çеç малалла аталанма майсем пур. Республика кăтартăвĕсем вара ку енĕпе начар мар. Сăмахран, демографи лару-тăрăвĕ те юлашки виçĕ çулта самай лайăхланнă. Ялсенче те улшăнусем пур. Культура çурчĕсем, клубсем, вулавăшсем çĕнелеççĕ, вĕсенче çĕнĕ йышши техникăпа усă кураççĕ. Михаил Васильевич чăваш ялĕнчи хальхи чи çивĕч ыйтусен шутне çамрăксем валли тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тăвассине кĕртрĕ. Ку енĕпе мĕн тунине, тума палăртнине асăнса тухрĕ.

Михаил Игнатьев пушă алăпа килмен форума. Тăван культурăра нумай çул тăрăшса ĕçленисен, кăмăл-сипет, ăс-хакăл пуянлăхне упраса тата малалла аталантарса пыракансен пĕр ушкăнне патшалăх наградисемпе чысларĕ, сумлă ятсем, парнесем пачĕ. Çак кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçишĕн, СССР халăх артисчĕшĕн Валерий Яковлевшăн форума хутшăннисем чĕререн хĕпĕртерĕç. Валерий Николаевич çĕршывра театр искусстви енĕпе ирттерекен «Ылтăн маска» преми лауреачĕ пулса тăнине пĕлтĕмĕр. Саккăрăн тивĕçнĕ ку чыса. Пирĕн ентешĕмĕрĕн ячĕ Армен Джигарханян, Майя Плисецкая, ытти сумлă çынсен хушшинче.

Хăйсен ĕçĕпе палăрнисене Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, театр тата кино актерĕ Евгений Дятлов Булат Окуджавăн юррипе саламларĕ.

Форума савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн иртнĕ пĕрремĕш мероприяти - «Культура - регионсен аталанăвĕн стратеги вăй-халĕ» «çавра сĕтел». Ăна ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов ертсе пычĕ.

Хăнасем - Мари Республикин культура, пичет тата национальноçсен ĕçĕсен министрĕ Михаил Васютин, Ульяновск облаçĕн культура политикипе искусство министрĕ Татьяна Ившина, Мускаври национальноçсен çурчĕн директорĕн заместителĕ Александр Пономарь, географи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Вырăс генеалоги обществин президенчĕ, Раççей наци библиотекин генеалоги институчĕн директорĕ Игорь Сахаров сăмах илчĕç. Вĕсем хăйсен регионĕсенчи культурăпа, йăла-йĕркепе, тăванлăхпа çыхăннă ыйтусем тавра калаçрĕç. Эпĕ вара Вадим Ефимов Чăваш Енре Культура çулталăкĕнче тунă ĕçсем çинчен тунă доклад пирки чарăнса тăрасшăн.

Культура çулталăкĕнче çыншăн çав тери пĕлтерĕшлĕ отрасле аталантарас тĕлĕшпе мĕн тунă? Çакна пĕлтĕмĕр: юлашки 20 çулта пуçласа муниципалитет шайĕнчи ачасен музыка шкулĕсемпе искусство шкулĕсем валли музыка инструменчĕсем туянма 2,5 млн тенкĕ укçа уйăрнă, çавăн чухлех федераци бюджетĕнчен парса пулăшнă. Раççей Культура министерствин тата республика Правительствин хÿттипе гастроль ĕç-хĕлне вăйлатма май килнĕ.

Удмурт, Мордва, Мари, Калмăк республикисенчи театрсен ĕçĕсемпе киленме, хамăрăн пултарулăха унта пурăнакансене кăтартма пултарнă. Раççей музейĕсен фончĕсенчи чаплă произведенисемпе паллашма мехел çитернине те ырламалла.

Патшалăх укçа-тенкĕпе пулăшни республикăшăн пĕлтерĕшлĕ темиçе мероприяти йĕркелеме май панă. Сăмахран, тĕрлĕ курав, фестиваль, конкурс, концерт тата ытти те иртнĕ. Андриян Николаев космонавтăн 85 çулхи, Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин 80 çулхи, Анисим Асламас композиторăн 90 çулхи юбилейĕсене çÿллĕ шайра йĕркеленĕ, палăксем, Асăну хăмисем уçнă.

Ял - тăван культурăна вăй-хал парса тăраканĕ. Пирĕн пуласлăх пĕтĕмпех унпа тачă çыхăннă. Ку енĕпе мĕн калама пулать-ха? Ялти культура учрежденийĕсене тĕслĕх шая çĕклесси çинчен программа йышăннă хыççăн 184 культурăпа кану çуртне юсанă, 109-шне хальхи вăхăтри хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Кăçал çак ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 22,7 млн тенкĕ уйăрнă. Çакă тата 27 клуба юсама май парĕ. Тĕпрен юсанă клубсене тĕслĕх шая çĕклеме республика 10 млн тенкĕ куçарса пама палăртнă, федераци бюджетĕнчен - 15,2 млн тенкĕ.

Паллах, çивĕч ыйтусем те питĕ нумай-ха. Сăмахран, халăхра вулав культури чакса пырать. Ку енĕпе те çĕршыв ертÿçисем тивĕçлĕ ĕçсем тума палăртаççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çитес çула Литература çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вара 2015 çулта вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн К.В.Ивановăн çулталăкне ирттерме указ кăларчĕ. Çапла Культура çулталăкĕнчен Иванов çулталăкне çул уçрăмăр.

Надежда СМИРНОВА

Культура министерствин cайчĕн сăнÿкерчĕкĕ

Надежда СМИРНОВА