Республика картти: тинех чăвашла!

17 Раштав, 2014

Шупашкарти хăшпĕр организацин офисĕ Çĕнĕ çул умĕн хамăр республикăн çĕнĕ карттине илемлетрĕ. Картографире халиччен пулманни: хулапа ял ячĕсем - йăлт чăвашла!

Ку шухăш интернетра «Чăваш сайтне» тытса пыракан Николай Плотников пуçĕнче çуралнă. «Карттăна хăш хулара пичетленине асăнма тăхтăпăр, туянас текенсене пирĕн интернет лавкка сайтне ?вăл «Сум» ятлă% кĕме сĕнесшĕн», - терĕ вăл.

Çĕнĕ картта мĕнле сутăнни - коммерци вăрттăнлăхĕ. Пĕрремĕш парти 300 экземплярпа çеç тухнине пĕлме май килчĕ. Типографи тăкакĕсене саплаштарсан тата чăваш картти аван сутăнсан ăна ытларах тиражпа çапассине пытармарĕ пуçаруçă.

Г.СЛАВИН.

Рубрика: 
Автор: