Г.СЛАВИН

17 Раштав, 2014

Республика картти: тинех чăвашла!

Шупашкарти хăшпĕр организацин офисĕ Çĕнĕ çул умĕн хамăр республикăн çĕнĕ карттине илемлетрĕ. Картографире халиччен пулманни: хулапа ял ячĕсем - йăлт чăвашла!

Ку шухăш интернетра «Чăваш сайтне» тытса пыракан Николай Плотников пуçĕнче çуралнă. «Карттăна хăш хулара пичетленине асăнма тăхтăпăр, туянас текенсене пирĕн интернет лавкка сайтне ?вăл «Сум» ятлă% кĕме сĕнесшĕн», - терĕ вăл.

27 Чÿк, 2014

ЧНКан - хăйĕн медалĕ

Чăваш наци конгресĕ тăван халăхăмăршăн пысăк ĕç тунисене Хисеп хучĕпе е Тав çырăвĕпе чыслать. Çитес çултан чăваш хастарĕсене ЧНК медалĕпе хавхалантарĕç.

Награда эскизне ЧНК президиумĕнче пăхса тухса ырларĕç. Ларура çавăн пекех Ваттисен канашне йĕркелес ыйтăва сÿтсе яврĕç. Ку тытăм ЧНК президентне тата президиумне кулленхи ĕçре пулăшма тивĕç. Ун йышĕнче 30 яхăн «шурсухал» пулĕ.