Комментари хушас

27 Чÿк, 2014

ЧНКан - хăйĕн медалĕ

Чăваш наци конгресĕ тăван халăхăмăршăн пысăк ĕç тунисене Хисеп хучĕпе е Тав çырăвĕпе чыслать. Çитес çултан чăваш хастарĕсене ЧНК медалĕпе хавхалантарĕç.

Награда эскизне ЧНК президиумĕнче пăхса тухса ырларĕç. Ларура çавăн пекех Ваттисен канашне йĕркелес ыйтăва сÿтсе яврĕç. Ку тытăм ЧНК президентне тата президиумне кулленхи ĕçре пулăшма тивĕç. Ун йышĕнче 30 яхăн «шурсухал» пулĕ.

Канаш ертÿçи пулма Василий Шадрикова сĕнчĕç. Ун кандидатурине президиум членĕсем пĕр саслăн ырларĕç. Василий Яковлевич Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ, çитмĕлтен иртнĕ. Чылай çул ялхуçалăх министрĕн çумĕнче ĕçленĕ, района ертсе пынă.

Г.СЛАВИН.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.