«Эсир - пуласлăх калчисем»

30 Раштав, 2014

Кашни шкултах пур вĕсем - чи пултаруллă та маттур чăваш ачисем. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракансене Чăваш наци конгресĕ Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче чысларĕ.

- Кунашкал уяв пĕрремĕш хут иртет, - терĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов. - Эсир - пуласлăх калчисем. Çак елкăна йăлана кĕртсе тăван халăх йăли-йĕркине упрассишĕн, хулапа ял ачисен туслăхне çирĕплетессишĕн нумай тăрăшакансене çывăхлатасшăн эпир. Малашне капăр тумлă симĕс чăрăш тавра кашни çул пухăнăпăр. Хисеплĕ туссем, чăваш чĕлхине манманшăн, унăн аталанăвне çĕнĕ варкăш кĕртнĕшĕн тав тăвасшăн эпĕ сире. Вĕренÿре ÿлĕм те ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрăр, аслисене, вĕрентекенсене итлĕр. Сире шанатпăр, пархатарлă ĕçĕрте Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем пулăшса пырĕç.

Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Ильяс Калмыков хăйсен округĕнчи маттур шкул ачисене парнесемпе чысларĕç.

Вăрнар, Куславкка, Тăвай, Елчĕк, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсен ентешлĕхĕсен ертÿçисем те пушă алăпа килмен - пурте парне хатĕрленĕ. ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев хăйĕн çамрăк ентешĕсене - Етĕрне ачисене - тĕп хулари паллă вырăнсемпе паллаштарчĕ, Андрей Кузнецов, Марта Зайцева юрăçсем, «Дюймовочка» ташă ушкăнĕ уява илем кÿчĕç.

Г.СЛАВИН.

Рубрика: 
Автор: